Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрь выççăлккине - 90 çул

16 октября 2015 г.

Октябрь выççăлккине - 90 çул

Пирĕн районти Октябрь выççăлкки хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява çак ялта çуралса ỹснисем, хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Ăна Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталия Петровна Иванова уçрĕ, юбилей ячĕпе пурне те хĕрỹллĕн саламларĕ. Юстици подполковникĕ Владимир Сергеев ял историйĕпе, вăл мĕнле аталанса пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерỹре çак пĕчĕк ялăн та тỹпи çук мар. Кунти кашни килтен тенĕ пек вăрçă хирне кам та пулин тухса кайнă. Акă Сергей Савинов çемйинчен тăваттăнтан хутшăннă: 3 ывăл та пĕр хĕр. Пĕр тăван Тохтасьевсем те тăваттăнтан тата вĕсен мăнукĕ Иустин Емельянов тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Моисей Платонович полковникпе унăн шăллĕ Степан Платонович майор вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Ефрем Конов çемйинчен те вăрçăра виççĕн пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ фронтра пуçĕсене хунă, тепри, тыткăна лексе сусăрланнăскер, киле таврăнсан нумай та пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Юбилее пынă çынсем вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене ура çине тăрса чысласа шăплăх минучĕ ирттерчĕç. Никам та манăçа юлас çукки çинчен пĕлтерчĕç.

Октябрьти революциччен ку таврара Арцыбашев помещикпа унăн тăванĕсем пурăннă. Пирĕн ял вырăнĕнче вара Тимяков помещик хуçаланнă, 1918 çулта ăна Çĕпĕре ăсатнă.

1925 çулта Тенеялĕнче вăйлă пушар пулнă, 22 кил хуçалăх кĕлленнĕ. Вĕсенче хăш-пĕрисем пурăнма хальхи ял вырăнне куçса ларнă. Унтанпа, акă, 90 çул иртрĕ. Аталанать, малаллах талпăнать тăван ялăмăр. Илемлĕ те хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ. Кунти тавралăх çу кунĕсенче çăтмах кĕтесне аса илтерет. Кĕтне юхан шывĕ, улăхĕ-çаранĕ, вăйлă çăл... Çыннисем хастар, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе çĕршыва тĕреклетме пулăшаççĕ.

Ивановсен килĕнче, акă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ икĕ ĕçченĕ пурăнать. Вĕсем Наталия Петровнăпа Михаил Яковлевич Ивановсем. Пĕри нумай çул культурăра вăй хунă, тепри 40 çула яхăн Шупашкарта адвокатура коллегийĕнче тăрăшать.

Виктор Демьянович Александров "Карели Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ" ята илнĕ. 30 çул асăннă республикăра тăрăшнă хыççăн тăван ялне куçса килнĕ. Юрий Максимов çар службинче 28 çул тăнă, пĕрре мар "вĕри точкăсенче" пулнă. Владимир Иванович Сергеевăн мăшăрĕ Татьяна Васильевна пĕр улшăнмасăр 30 çул ытла трактор завочĕн больницинче тăрăшать. Ывăлĕ Сергей Владимирович ашшĕ çулне суйласа илнĕ, халĕ вăл капитан.

Ентешсенчен чылайăшĕ "Акконд" фабрикăра тимлет. Тамара Ивановна Арсентьева, акă, фабрикăра цеха ертсе пырать. Ывăлĕ те çак предприятирех.

Вячеслав Павлович Иванов - "Акконд-агро фирма" тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхĕ. Общество пĕр тикĕссĕн аталанса пырать, унти выльăх-чĕрлĕх комплексĕ вара республикăра та малтисен шутĕнче. Ĕнесен йышне, продукци туса илессине çуллен ỹстерсех пыраççĕ.

Эпир хамăр ентешсемпе мухтанатпăр, вĕсем ỹлĕм те ырă ĕçсем тăвасса шансах тăратпăр.

Ял уявне ирттерме Тенеялĕнчи фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ, хăйĕн юрри-ташшипе куракансене чăннипех савăнтарчĕ.

Уяв пысăк хаваслăхпа, телейлĕ пуласлăха шанса, ырă ĕмĕтсемпе вĕçленчĕ.

Н.ПЕТРОВА,

В.ИВАНОВ.

Октябрь выççăлкки.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика