01 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ кĕçнерникун ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн районта пулчĕ. Регион ертỹçипе пĕрле Тăвай ене РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Теллина тата ыттисем килсе çитрĕç.
Амалăхсене - чаплă парне
"Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" указ йышăннăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн республикăра кĕске тапхăрта модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнăччĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ пирĕн районта ĕçлеме пуçламаллаччĕ.
Виçĕ çул иртсен Тăвай енре асăннă объектсем çынсене тивĕçтерме пуçларĕç, тесен те йăнăш мар. Амалăх ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ иртнĕ кĕçнерникун алăкĕсене уçрĕ.
Чăваш Республикин ялавне сăнарлакан, сарă-хĕрлĕ тĕслĕ объект умне ирхине сакăр сехетрех халăх йышлăн пухăннăччĕ. "Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пирĕн яла килет кĕçех", - калаçрĕç пĕр-пĕринпе аслă ăрури çынсем.
-Эпĕ кĕçех тăхăрвунă çула çитетĕп. Мухтав, Турра, мана çавăн чухлĕ пурăнтарнăшăн. Алă ыратнипе аптăратăп, малашне укол тутарма фельдшерпа акушерăн çĕнĕ пунктне килетĕп ĕнтĕ. Тавах, республикăпа район ертỹçисене, пире çавнашкал парнепе савăнтарнăшăн, - шухăшне пĕлтерет Анастасия Тимофеевна Ильина пенсионерка.
-Манăн юн пусăмĕ ỹсет, куç тата пуç канăç памасть. 80 çулта ĕнтĕ, сывлăх хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать, - калаçăва хутшăнчĕ Римма Кирилловна Старшова.
-Анне, ку илемлĕ çуртра мĕн тăваççĕ? - тĕпчет чи кĕçĕннисенчен пĕри Даша Алексеева.
-Ыратнине сиплеççĕ, - кĕскен хуравлать ăна амăшĕ.
Фельдшерпа акушер пункчĕ Ленин урамĕ пуçланнă çĕрте вырнаçнă, ирхине саккăртан пуçласа 15 сехетчен ĕçлет, 12-рен пуçласа 13 сехетчен - апат вăхăчĕ, вырсарникун канать. Унта Альбина Васильевна Матвеева фельдшерица хăйĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсĕ. 25 çул вăй хурать иккен вăл медицинăра, юлашки çулсенче Амалăхра пурăнакансен сывлăхĕшĕн тимленĕ, 364 çынна пăхса тăнă. "Кăмака хутса ăшăтаттăм малтан, шыв çукчĕ, оборудовани çителĕксĕрччĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстермелли условисем лайăх халь ку çуртра. Тăвайри больница администрацине, районпа Чăваш Ен ертỹçисене ĕçĕсенче ăнăçу сунатăп пĕчĕк ялти çынсене çапла хавхалантарнăшăн", - тет А.Матвеева. Пĕр-пĕринпе ăшшăн сăмахласа çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç Михаил Васильевичпа ытти сумлă хăнасене амалăхсем.
Тĕмерти культура çурчĕ çумĕнчи агитбригада членĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.
Фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас енĕпе пирĕн республика çĕршыври чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. Малтанхи пулăшу паракан сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине чылай лайăхлатма пултарнă Чăваш Енре. Виçĕ çулта ФАПсем тума пурĕ 249,5 миллион тенкĕ тăкакланă.
-Паян çавнашкал илĕртỹллĕ объектсем сирĕн районти Тенеялĕнче, Çĕрпỹ тата Комсомольски районĕсенчи ялсенче уçăлаççĕ. Çывăх çулсенче Чăваш Енре тепĕр 50 ФАП уçма тĕллев лартнă. Йышăнсамăр пирĕнтен парне. Ан чирлĕр, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, - ырă сунчĕ ял çыннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, И.Майоров предприниматель, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Г.Перлова тухса калаçрĕç. Ялти фельдшерицăна симвăлла уççи, парнесем пачĕç.
Вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ
Районти, республикăри чи лайăх шкулсенчен пĕринче, Тăвай ялĕнчи вĕренỹ учрежденийĕнче педагогсен августри канашлăвне йĕркелесси йăлана кĕнĕ.
Шкул картишĕнче фонтан, тĕрлĕ тĕслĕ чечексен клумбисем, юмахсенчи сăнарсем, кадет класĕнче вĕренекенсемпе В.Кириллова шкул директорĕ, педагогика ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç сумлă хăнасене. Фойери куравпа тĕплĕн паллашрĕ Михаил Васильевич, вăрçă вăхăтĕнчи самолетсен моделĕсем, 11 класри Д.Семинан "Экоград" творчествăлла проект тата "Хитре тĕрри" ятлă курав ытларах кăсăклантарчĕç ăна. Пултаруллă вĕренекенсене мухтарĕ вăл. Педагогсен хорĕ ырă сунса кĕтсе илчĕ актовăй залра, юрă шăрантарчĕ.
"Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ" темăна сỹтсе явма пухăннă кăçал районти вĕрентекенсем.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ячĕпе саламларĕ, вĕрентỹре тăрăшакансем яланах пысăк хисепре пулни пирки палăртрĕ.
"Паянхи пурнăç условийĕсем вĕрентекенсене хăйсен квалификацине ỹстерсех пыма хистеççĕ. Пирĕн тĕллев - ачасене ăс-тăн енчен аталанма, хăйсен таланчĕсене уçма пулăшасси. Çамрăксен патриотла туйăмĕсене, хăй тĕллĕнлĕхне çирĕплетме хавхалантармалла пирĕн", - терĕ Михаил Васильевич.
Чăваш Ен - РФ хушма тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ парассине чи лайăх йĕркеленĕ вунă субъектран пĕри. Пирĕн республика çĕршывăн яллă вырăнсенче физкультурăпа, спортпа туслашма условисем йĕркелемелли тата туса памалли палăртнă плансене пурнăçланă виçĕ регион йышне кĕнĕ. 2014-2015 çулсенче "Единая Россия" политика партийĕн "Ялти шкулсенчи спортзалсене реконструкцилесси" проектне пурнăçа кĕртсе 69 спортзал юсанă, урамри 2 спорт площадкине оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Ялти çамрăксем малашне паянхи кунпа килĕшỹллĕ спортзалсенче сывлăхне çирĕплетĕç.
Пирĕн республика малашне шкулсем тумалли федераллă программăна ĕçе кĕртме пуçлать. 2030 çул тĕлне 30 вĕренỹ çурчĕ çĕнĕрен тума палăртнă. Районсенчи шкулсенче ĕçлекенсем ытларах аслă çулсенче пулни те шухăшлаттарать Михаил Васильевича. "Çамрăк специалистсене ытларах явăçтарма тăрăшмалла вĕрентỹ ĕçне, вĕсене условисем туса памалла. Районта çуралса ỹснисем ĕçлеме тăван яла таврăнччăр тесе тимлемелле", - текен сĕнỹ пачĕ вăл.
Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн ăслă сăмахĕсене, халалне аса илчĕ: "Хăвăрпа пĕр йăхри çынсем патне наука пĕлĕвĕн пуянлăхĕпе таврăнăр, вĕсем хушшинче гражданлăх ăнлавĕсене сарăр, законпа правăна вĕрентĕр, халăх юратăвĕ хăйсем умĕнчи тивĕçĕре манманшăн сире чапа кăларĕ".
Пирĕн республикăра пурĕ 1068 вĕренỹ организацийĕ ĕçлет, вĕсенчен 404-шĕ шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ параканни 481 организаци, 3 ача çурчĕ, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан 30 организаци тата ытти те. Вĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме федераллă, регионри тата районти бюджетсенчен 670 миллионлăх укçа-тенкĕ уйăрнă.
Тăвай енре вĕрентỹ системинче 23 учреждени шутланать. Çав шутра _ 10 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, шкулчченхи 9, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени, психологи тата медицинăпа социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центр. Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Майраслована "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят, Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан хуçалăх заведующине Галина Катякована, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕн çумне Ирина Семенована, Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавательне Галина Никонована Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Тав хучĕсене тата 20 пин тенкĕ илмелли свидетельство пачĕ.
Муниципалитетăн вĕрентỹ системи мĕнле аталанса пынине пĕтĕмлетрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. Вĕренĕве çĕнетсе, шкулсен тата ясли-садсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пыма район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ чылай уйăрни тата çĕнĕ вĕренỹ çулне шкулсене республикăра чи малтан хатĕрлесе çитерни пирки те палăртрĕ Владимир Алексеевич.
Педагогикăпа воспитани ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Лариса Кабакова (Элпуç), Надежда Ильина (Элпуç), Долира Бурлакова (Мучар), Елена Романова (Тĕмер), Ольга Павлова (Тушкил), Галина Степанова (Тăвай), Мария Васильева (Енĕш Нăрваш) вĕрентекенсемпе воспитательницăсем Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕç.
Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Алина Гуринана (Чутей), Инна Лисована (Тăвай), Тамара Ямщикована (Йăнтăрчă), Ирина Петрована (Тăвай) чысларĕç.
Вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотиллĕ Галина Васильева (Йăнтăрчă), Ольга Григорьева (Тăвай), Алина Орлова (Чутей), Елена Александрова (Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ясли-сад), Людмила Александрова (Тушкилти ясли-сад), Лариса Фомина ("Асамат кĕперĕ" ясли-сад) пулчĕç.
Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов "Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ" доклад турĕ. Ăна сỹтсе явма хутшăнчĕç хăш-пĕр вĕрентекенсем.
Кайран дискусси площадкисенче хушма тата шкулчченхи пĕлỹ параканнисем, тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем калаçусем йĕркелерĕç.
Республикăри ветеринарсен уявĕнче
Пирĕн республикăри ветеринарсем кăçал хăйсен профессиллĕ уявне Тăвай енре паллă турĕç. Район центрĕнчи культура çуртĕнче пухăнчĕç вĕсем.
Фойери "Тăвайри кооператив" тата "Акконд-агро фирма" обществăсен куравĕсемпе кăмăллă юлчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. "Маттур, пултаратăр, малашне те çапла ĕçлĕр", - çапла сĕнчĕ вăл.
Малтан Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертỹçи - Чăваш Республикин патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов выльăх-чĕрлĕхе сыватас ĕçĕн историйĕ, аталанăвĕ, малашлăхри тĕллевсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Чăваш Енри ветеринарсем эпизооти лару-тăрăвне лайăхлатса пырса çынсен сывлăхне упрама, республикăри ял хуçалăхĕпе экономикине аталантарма пулăшнине палăртрĕ Михаил Васильевич пухăннисене профессилле уявĕпе саламласа.
"Сирĕн ĕç питĕ ответлă. Хăвăр профессипе эсир чăннипех мухтанма пултаратăр. Вăл обществăна питĕ кирлĕ", - терĕ.
Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби çĕнелсе пыни, хăйсен правительство пулăшăвне туйни пирки асăнчĕ республикăри ветеринари лабораторийĕн директорĕн çумĕ Людмила Ефимова.
Унтан йăлана кĕнĕ пек асăннă ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç.
Районти культура çурчĕн ĕçченĕсен концерт программин кашни номерĕ хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç республикăри ветеринарсем.
Х Х Х
Çав кунах Тенеялĕнчи фельдшерпа акушерăн çĕнĕ пунктне те уçнă. Ку савăнăçлă пулăма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, ЧР социаллă аталанупа сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ Зоя Григорьева, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Уськина, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем - Людмила Николаевапа Вера Козлова тата ыттисем хутшăннă.
Тенеяльсем тахçантанпах кĕтнĕ парнешĕн тав тунă.
А.НИКИТИНА, Г.ЕГОРОВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: ĕçлĕ çул çỹрев саманчĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"