Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексен куравĕ иртрĕ

11 сентября 2015 г.

Чечексен куравĕ иртрĕ

Кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Йывăçсем тĕрлĕ тум тăхăнма пуçларĕç. Хĕвел ăшши те иксĕлчĕ. Каçхине самаях сивĕ халь. Кĕр кунĕсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Çулла илемĕ, ăшши асăмăрта нумайлăха юлтăр тесе Улянкă ялĕнчи кермен çуртĕнче "Сывă пул, çулла" чечексен выставки пулчĕ. Ăна ачасем хатĕрлерĕç. Вĕсем хăйсем (амăшĕсем пулăшнипе ĕнтĕ палах) пăхса ỹстернĕ чечексенчен тĕрлĕ хитре çыхăсем туса илсе килчĕç. Хăш-пĕр амăшĕсем те айккинче юлмарĕç ку мероприятинчен.

Мĕнле кăна чечек пулмарĕ-ши выставкăра? Пурте хăйне май хитре. Ак, шурă тỹме чечекĕсем çыхăра, ачалăха аса илтереççĕ, роза чечеккисем юратăва вăйлатаççĕ, хĕвелçаврăнăша пăхсан вара, тỹперен хĕвел ăшăтма пуçланăн туйăнать. Пурин çинчен çырса та пĕтереймĕн паллах.

Чечек çыххисене тĕрлĕ номинаципе хакларăмăр. Пĕчĕк парнесем парса хавхалантартăмăр выставкăна хутшăнакансене.

Çакăн пек мероприятисем çут çанталăк илемне упрама вĕрентеççĕ.

Л.ПЕТРОВА, Улянкă ялĕнчи клуб администраторĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Улянкăри выставкăра.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика