06 октября 2015 г.
Вунпилĕк ватă пухăнчĕ Йăнтăрчăри культура çуртне Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тума, çав шутран виççĕшĕ - арçын. Хăй вăхăтĕнче ялти пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, фермăпа уй-хирте вăй хунисем, шкулта ĕçленисем пычĕç уява. Вĕсене ялти ветерансен канашĕн председателĕ Раиса Тимофеевна Кондратьева, Федор Павлович Михайлов ĕç ветеранĕ саламларĕç, пурнăçра ырлăх-сывлăх, сумлă та телейлĕ ватлăх сунчĕç. Юлия Николаевна Егорова библиотекарь "Они сражались за Родину" кĕнекепе паллаштарчĕ. Викторина, вăйăсем хавхалантарчĕç ватăсене. Раштав, Çăварни, Мăнкун, Сурхури тата ытти праçниксем çинчен кашни хăй мĕн пĕлнипе паллаштарчĕ, юррисене те юрласа пачĕç. Епле çăм арлани таранах аса илчĕç. Анатолий Егоров купăсçă вара çамрăксене епле салтака ăсатни çинчен каласа кăтартрĕ. Сĕтел хушшине ларса, вĕри чейпе тата кукăльпе сăйланчĕç пухăннисем.
Э.НИКОЛАЕВА, Е.АНДРЕЕВА, ялти культура ĕçченĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"