21 августа 2015 г.
Ăнлануллă та тăрăшуллă çынсем кирек хăш коллектившăн та тĕп тĕрек пулса тăраççĕ. "Новый путь" ял хуçалăх кооперативĕнче Тамара Геннадьевна Гурьева бригадира çавăн пек çынсенчен пĕри теме пулать. Кашни акапа вырмарах бригадир тивĕçĕсене пурнăçлать вăл. "Ытти чухне те хуçалăх ĕçĕнче куратăн ăна", _ терĕ, сăмахран, хăй те пĕр хушă бригадирта ĕçленĕ, юлашки çулсенче Тенеялĕнчи клуб администраторĕнче тăрăшакан Роза Анатольевна Ермолаева. Тамара Геннадьевна бригада ĕçне вунпиллĕкĕмĕш çул йĕркелесе пырать. Çав вăхăтрах вырмара ĕçлекенсем валли апат хатĕрлеме те ĕлкĕрет. Çитес çул пуçламăшĕнче унăн пенси ỹсĕмĕ çитсе пынине те пĕлтĕмĕр. Упăшки те, Владислав Моисеевич, юнашарах: куллен ферма кĕтĕвĕпе тухать, пысăк сăвăмшăн вăйне парать. Ытти чухне, калăпăр, хĕлле, скотник ĕçĕсене тăвать, терĕç.
Гурьевсен кил-йышра та татулăх хуçаланнине систерчĕç манпа калаçакансем. Вĕсем тата ывăлĕ-кинĕ, мăнукĕсем пĕр çемьере килĕштерсе пурăнаççĕ.
Евгений Ермолаев Валерий Андреев тракторист ĕçĕсене малалла тăсать. Эпĕ Тенеялĕнче пулнă чухне вăл кустăрмаллă МТЗ-82 трактортан рулонлă пресс кăкарса уя тухрĕ, кĕрхи ыраш улăмне пухса типтерлеме тытăнчĕ. Утă та хатĕрленĕ вăл рулонласа. Кашниех фермăшăн кирлĕ апат. Хĕлĕн хырăмĕ аслă. Çавна шута илсе рулон хыççăн рулон хăварать агрегат хыççăн çак ĕçĕн ăсти Евгений Ермолаев.
Астăватăп-ха, Демьян Алексадрович Александров "Новый путь" колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче унпа пĕр вăхăтра Иустим Павлович Павлов механикре тăрăшатчĕ. Техникăна юсавлă тытма тимленĕ ун чухне. Çавăнпах хуçалăхăн ĕçĕсем те вăхăтра ăнăçса пынă. Пултарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Иустим Павлович Павлова "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă, вăл "Хисеп Палли", Октябрьти революци орденĕсене, "Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа", "Ĕç ветеранĕ" медальсене тивĕçнĕ. Çирĕм çул вăй хунă механикре. Пайтах тĕл пулса калаçнă эпĕ унпа. Ăшă та тỹрĕ кăмăллă çынччĕ вăл. Механизаторсемпе, паркра ĕçлекен ытти çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, ĕçе йĕркелеме пĕлетчĕ, техникăшăн яваплăха туйса тăратчĕ. Çак паха енсем хальхи пурнăçра та питĕ кирлĕ.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"