Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пурнăçшăн

07 марта 2013 г.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территорийĕнче тăватă ял – Йăнтăрчă, Улянкă, Тенеяль тата Октябрь выççăлкки – вырнаçнă, вĕсенче пурĕ 617 кил хуçалăх, 1523 çын пурăнать. Çак шутра хĕрарăмсем кăштах ытларах. Кăна эпĕ мартăн 8-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен савăк уявĕ çитсе пынă май палăртатăп. Хĕрарăмсем кил ăшшипе илемĕ, çемье тĕрекĕ кăна мар, вĕсем пурнăçра пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, пирĕн обществăн хитре пайĕ пулса тăраççĕ.
Йăнтăрчă ял тăрăхĕн администрацийĕнче те, тĕпрен илсен, хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Эпир хамăрăн ĕçре халăх пурнăçне лайăхлатса пырассине тĕпе хуратпăр. Акă “Энергосеть” ОООпа килĕшÿ туса ялсенчи урамсене çутатассине йĕркеленĕ. Халĕ урамсенче пурĕ 97 лампа çунать. 2012 çулта тепĕр 7 хушма лампа вырнаçтартăмăр. Урамсене юртан та тасатса тăратпăр. Ку тĕлĕшпе “СтройТЕК” ОООпа муниципаллă килĕшÿ тунă.
Ĕçмелли шывсăр та пурнăç çук. Тенеялĕнче пĕлтĕр шыв пăрăхĕсене башньăсăр шыв парса тăмалла реконструкци тума май килчĕ: башньăра халичченхи пек шыв тулса тăмасть, тÿрех пăрăхсем тăрăх саланать. Çак ĕçе кашни кил хуçалăх укçа парса тÿпе хыврĕ. Тенеялĕнче халăха шыв парассине “Новый путь” ЯХПК пăхса тăрать пулсан, Йăнтăрчăри икĕ шыв башнине ял тăрăхĕн администрацийĕ тивĕçтерет. Халăх та хутшăнать шыв башнисене тытса тăма.
Урамсене вак чул сарса йĕркелессипе те кашни çулах тимлетпĕр. Кунашкал ĕçе пĕлтĕр Йăнтăрчă ялĕнчи К.Маркс урамĕнче 252 пин тенкĕлĕх 140 метр тăршшĕ пурнăçлама май килнĕ.
Ялшăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, культура çурчĕ (халĕ ăна Йăнтăрчăра информаципе культура центрĕ тетпĕр) ĕçлени, вăл хăтлă та илĕртÿллĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2012 çулта эпир комплекслă компактлă застройка енĕпе республикăри конкурса хутшăнса тата çав программăна пурнăçласа Йăнтăрчăри информаципе культура центрне 1766400 тенкĕлĕх тĕп юсав турăмăр. Кунта халĕ хăтлă, ирĕк, çутă та таса – условисем тĕпрен лайăхланчĕç. Çакă вăл фойене кĕрсенех курăнать. Унта лутра сцена йĕркеленĕ, фойене 160 çын вырнаçма пултарать, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулать, иртеççĕ те. Çĕнĕ çул умĕн асăннă центрти спортзал та çынсене йышăнма тытăнчĕ. Спортзалра волейболла, баскетболла выляма е ăмăртма, спортăн ытти хăш-пĕр енĕсемпе тупăшма е аталанма майсем пур. Вăл ирĕк те аслă. Унта йĕри-тавра лампăсем, куракансем валли пукансем вырнаçтарнă. Юнашарах çăвăнмалли тата хывăнмалли икшер пÿлĕм. Çамрăксем хаваспах çÿреççĕ спортзала.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ, библиотека, çыхăну узелĕ, ветучасток вырнаçнă информаципе культура центрĕнче. Тĕрлĕ сферăпа çыхăннă информаци материалĕсем, стендсем, чечексем нумай. Сĕтел çи теннисĕ те вырнаçтарнă.
Библиотека та пысăк вырăн йышăнать. Кĕнекесем стеллажсем çинче, пурĕ 10267 экземпляр. Вĕсене ирĕклĕн суйласа илме пулать. Кунта Алина Егоровна Владимирова библиотекарь тăрăшать. Вăлах ялти вăтам шкулта технологие вĕрентет. Библиотекăра та ал ĕç ăсти кружокĕсем йĕркеленĕ. Унта шкул ачисем эрнере икĕ хут, çитĕннисем уйăхра иккĕ пухăнаççĕ, тĕрлĕ ал ĕçĕ тăваççĕ. Çав изделисене ял тăрăхĕнче те, библиотекăра та курма пулать. Вĕсемпе кĕçех районти культура ĕçченĕсем те паллашма пултараççĕ. Республика кунĕнче те йăнтăрчăсем хăйсен ал ĕç ăсталăхĕн куравне йĕркелĕç, ăна сутлăх та тăратĕç.
Комплекслă застройка шучĕпе пĕр тĕвре ача сачĕн тăррине те оцинковка витсе çĕнетрĕмĕр, шалта та сахал мар ĕç тунă.
Кăçал информаципе культура центрне тивĕçлĕ оборудованипе, мероприятисем ирттермелли хатĕрсемпе тата чăваш орнаменчĕллĕ материалсемпе, тумсемпе çĕнетме палăртнă. Çавăнпа кăçал та республика конкурсне хутшăнма тивĕçлĕ документацисем тăратнă.
Центрăн картишĕ те пысăк. Ăна картапа çавăрнă, ун ăшĕнче йĕри-тавра тĕмсем ÿсеççĕ, вĕсен тăррисене тата газон курăкĕсене тикĕслесех тăратпăр. Паллах, клумбăсем хывнă. Чечексем çу каçах илем кÿрĕç.
Ял тăрăхĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ тата сахал та мар. Ку шута вырăнти бюджета пурнăçласси те, хуçалăх ĕçĕ те, çынсен, çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси те, субсидисемпе тивĕçтересси те, ялсенче пурăнакансен харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма пулăшасси те, çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлесси те, попечительствăпа опека енĕпе тимлесси те, ытти те кĕрет. Сăмах майăн каласан, пирĕн Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче пурăнакансем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма 255 çемье 29 миллион та 256 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă ЛПХ кредичĕ илнĕ. Ку вăл районта виççĕмĕш кăтарту. 151 çемье сĕтшĕн 196542 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Хуçалăх ĕçĕсенчен кăçал Тенеялĕнчи Ворошилов урамне 330 метр тăршшĕ вак чул сарса хытарма пăхнă. Ăна валли укçа уйăрса хунă. Шыв пăрăхĕсем те шăтасси пулать. Çак ĕçсенче Йăнтăрчăри В.И.Кузьминпа Н.И. Иванов сварщиксем яланах пулăшма тăрăшаççĕ. П.Н.Александров сварщик арккăсем тума пулăшрĕ. Тенеялĕнче Владислав Ананьев староста тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшать.
Пĕлтĕр Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче “Ачасене – телейлĕ пурнăç” ыр кăмăллăх акцийĕ те йĕркелесе ирттертĕмĕр, 12000 тенкĕ укçа пухăнчĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе килĕшсе çул çитмен 75 çамрăка обществăлла ĕçсене явăçтарнă.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе те мероприятисем иртĕç. Тенеялĕнче фольклор ушкăнĕ концерта хатĕрленет. Улянкăри клубра та уява халалласа юрă-ташăпа савăнтарĕç. Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче спорт вăййисенче тупăшĕç. Уява май, ытларах хĕрарăмсене явăçтарма тăрăшăпăр. Пирĕн çулленех çимĕк хыççăн тепĕр кунне ĕçпе юрă уявĕ йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта эпир чи лайăх кил хуçалăхсене, тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе палăрнисене, чи нумай ачаллă çемьесене, ыттисене чыслатпăр. Çамрăксем сахал мар пирĕн, анчах демографие лайăхлатас ыйту çивĕч тăрать-ха. Юлашкинчен хĕрарăмсене çурхи уявпа саламлатăп, пурнăçра тата çемьере ăнăçу, телей сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика