Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр тусĕсем

21 июля 2015 г.

Хурт-хăмăр тусĕсем

Николай Геннадьевичпа Алевтина Венедиктовна Кирилловсемпе эпĕ пуçласа "Паснерка" канупа туризм базинче паллашнăччĕ. Кунта вĕсем хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, "Паснеркăн" утар пур.

Пилĕк теçетке ытла унта халĕ хурт-хăмăр çемйи, вĕллисене те, рамисене те пурне те хăйĕн мăшăрĕ ăсталанине каларĕ Алевтина Венедиктовна. Вăл Николай Кириллова кỹршĕллĕ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси ялĕнчен качча килнĕ. Çавăнтанпа пыл хурчĕсене килĕштерсе пăрахнă. Мĕншĕн тесен унăн мăшăрĕн - Николайăн ашшĕ те, аслашшĕ те, мăн аслашшĕ те хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Йăхран йăха пырать вĕсен çак ĕç. Николай Геннадьевич, мăшăрĕ каласа панă тăрăх, виççĕ-тăваттăсенчех пыл хурчĕсемпе кăсăкланма тытăннă-мĕн. Унăн ачисем те - Сергейпе Алексей - хурт-хăмăрпа çамрăклах туслашса ỹснĕ. Кĕçĕнни, Сергей, тĕпре пурăнать, Вăрмарта МЧСра ĕçлет, асли, Алеша, Тăвайра А.Захаров предприниматель патĕнче сварщикре, терĕç. Асли çемйипе тĕп килĕнчен инçех мар урама уйрăлса тухнă. Ăна та пыл хурчĕсемпе вĕллесем парасшăн-ха ашшĕпе амăшĕ. Вĕсен хурт-хăмăр çемйисем темиçе теçетке, вĕллисем картиш çумĕнчи пахчара та вырнаçнă, паçмине те пĕтĕмпех йышăннă. Пахчарисене унтах юр айĕнче хĕл каçараççĕ, паçма çинчисене омшанике кĕртеççĕ. Пыл çулленех сахал мар уçласа илеççĕ, сутса тупăш кураççĕ. Кирилловсен каска мартасем те упранса юлнă. Тахçан маларах вĕсенче ĕрчетнĕ пыл хурчĕсене.

Улмуççисем те, ытти йывăçсемпе тĕмсем те, чечексем те ỹсеççĕ Кирилловсен пахчисемпе паçми çинче. Çакă вăл çимĕç панипе пĕрлех пыл хурчĕсемшĕн те меллĕ. Çăвăр уйăрса тухас-мĕн пулсан та ытларах кунти йывăçсем çине пухăнса лараççĕ. Çапла вара пуçтарса илме лайăх. Кирилловсем çынсене те пайтах пулăшнă вĕллесемпе рамăсем туса парса тата хурт-хăмăрлă туса.

Николайпа Алевтина Кирилловсем пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа кĕçех вăтăр çул çитсе пынине пĕлтĕмĕр. Çак хушăра вĕсем çурт-йĕрсене аван çавăрнă, "Луч" хуçалăхра чылай хушă утарта тăрăшнă. "110 вĕллене çитертĕмĕр хуçалăх утарĕнче", - теççĕ вĕсем. Халĕ те икĕ утар тытаççĕ: пĕри - тăван килĕнче, хăйсен, тепри - "Паснерка" канупа туризм базин.

Кирилловсем Улянкă ялĕнчи тĕп урамра, ялти магазинран аякрах та мар пурăнаççĕ.

И.ГЛАДКОВ.

Сăн ỹкерчĕксенче: Геннадийпе Алевтина Кирилловсем "Паснерка" канупа туризм базин утарĕнче; ĕлĕкрех хурт-хăмăр ĕрчетнĕ каска мартасенчен пĕри.

Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика