11 августа 2015 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин ертỹçи Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне республикăра 74,5 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем пухса кĕртнĕ, 154,5 пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Республикипе вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 20,7 центнерпа танлашать.
Х Х Х
Тенеялĕнче пултăм иртнĕ вырсарникун, "Новый путь" ял хуçалăх производство кооперативĕнче. Вăл, чăн та, унчченхи пек вăйлă хуçалăхах мар ку чухне. Анчах ĕçлекенсем ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ, май килнĕ таран пурлăх хушăнтăр тесе вăй хураççĕ.
Пирваях Тамара Геннадьевна Гурьева бригадирпа тĕл пулса калаçрăм. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вунпилĕк çул вăл çак ĕçре. Малтан та бригадăрах тăрăшнă. Вăл хуçалăхра вырма мĕнле пынипе паллаштарчĕ. "Мухтанмаллиех çук пирĕн, анчах ĕçлекенсене кăтартса хăварсан лайăх пулнă пулĕччĕ", - терĕ. Малтанах тырă сортлакан хĕрсене ятран-шывран асăнчĕ. Вĕсем - Валентина Ильина, Светлана Григорьева, Алевтина Михайлова, Светлана Ильина. Уйран кĕнĕ тырра сортировкăпа çийĕнчех тасатса тирпейлеççĕ, унтан хăйсемех кĕлете кĕртеççĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрнĕрен, хăй вăхăтĕнче эпĕ вĕсем пирки "васкавлă пулăшу ĕçченĕсем" тесе çырнăччĕ. Бригадир хальхинче те аса илчĕ ăна. Çав титула вĕсем халĕ те çухатман. "Маттур, хастар ĕçлеççĕ, унта та, кунта та ĕлкĕреççĕ",- тесе евитлерĕ. Тыррине, халичченхи çулсенчи пекех, Александр Егоров тракторист турттарса тивĕçтерет. Александр Иванович, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенченпех "çат-çат" тракторпа, ку ĕнтĕ Т-25, вăй хурать. Ĕçчен çын аллинче тракторĕ те кал-кал ĕçлет, хушнине тăвать, вăй çитерет.
Тырра, вăл тритикале, пĕр "Нива" СК-5 комбайнпа тỹрремĕн вырса çапаççĕ. Паркпа ял вăрманĕ патĕнчи уйра ĕçлет уй-хир карапĕ, ани, чăн та, питĕ çумлă, анчах мĕн тăвăн? Михаил Моисеевпа (Смоленцевпа) Виталий Ермолаев çапса тĕшĕлеççĕ. Тенеяльсем тритикалене нумайранпа акса тăваççĕ, анчах, шел, кăçал кунта кĕрхи ырашăн та, тритикален те тухăçĕ пĕчĕк. Сухаласа акайман, минераллă удобренисем парайман - çаксем. паллах, тухăçа пĕчĕклетеççĕ. Вĕсене çĕрĕçлекенсем хăйсем те лайăх пĕлеççĕ. Тен, ỹлĕмрен вăй çитерĕç. Кирек мĕнле пулсан та, мал ĕмĕтпе çунатланса пурăнатпăр вĕт-ха.
Александр Егоровăннисĕр пуçне, тепĕр трактор та ĕçлетчĕ хуçалăхра. Евгений Ермолаев кустăрмаллă трактортан пресс-подборщик кăкарса уя ыраш улăмне пухса рулонлама васкарĕ.
Ытти тракторсем вара паркра тунсăхлăн лараççĕ. Çав шутра - Беларус 1221 маркăлли те. Юлашкин вăйĕ те пур, кивĕ те мар, шел, хальлĕхе юсаса ĕçе кĕртеймен-ха ăна. "Çавăнпа кĕр тыррисем акăнмасăр юлас хăрушлăх пур хуçалăхра", - пăшăрханаççĕ çĕр ĕçлекенсем. Çапах та тăрăшĕç-ха, майсем тупĕç, çавна шанас килет. Ĕçсем пыраççĕ вĕт-ха.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ỹкерчĕксенче: тырă тасатса тирпейлесе кĕртнĕ çĕрте ĕçлекен маттурсем; Михаил Моисеев комбайнер.
Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"