07 июля 2015 г.
Йăнтăрчăри шкул пахчинче шкулти столовăй валли çулленех тĕрлĕ пахча-çимĕç туса илнине каларĕç. Халĕ те тĕрлĕ çимĕç çитĕнет: купăста, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан... Пурте питĕ лайăх паркаланать тесе çирĕплетмĕпĕр, анчах аслисем ертсе-йĕркелесе пынипе шкул ачисем вĕсене пăхсах тăраççĕ: çумлаççĕ, кăпкалатаççĕ, купалаççĕ, кирлĕ чухне шăвараççĕ. Мĕншĕн тесен, пур культура та хăйне пăхнине юратать, çимĕç еплерех ăнса пуласси унран сахал мар килет.
Эпĕ нумаях пулмасть асăннă шкулта пулнă чухне те производство практикине çỹрекен вĕренекенсем Вера Михайловна Михайлова класс ертỹçипе пĕрле купăста калчисене тăпрапа купалатчĕç. Тепĕртакран чечек клумбисем çине куçрĕç, вĕсене пăч-пач курăнса ларакан çум курăксенчен тасатса типтерлеме тытăнчĕç.
Саккăр пĕтерсе тăххăрмĕш класа куçнă вĕренекенсем кунта çиччĕнччĕ: Валерия Князева, Елизавета Михайлова, Мария Батракова, Юлиана Тимакова, Евгений Петров, Давид Архипов, Ксения Ширяева. Вĕсем июнĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 12-мĕшĕччен икĕ эрне хушши производство практикинче пулаççĕ. Йышпа ĕç ỹсĕнет, ĕçлеме те хавас. Ачасем темерĕн, тăпрана катмакпа кăпкалатнă хушăра та пĕр-пĕрне темĕн интересли пăшăлтатаççĕ, унтан туслăн хихиклетсе кулаççĕ, шỹтлесе те илеççĕ. Çамрăклăх сывă кулăпа хитре, ĕçĕпе илемлĕ. Шкулти практика та аталанма, маттурланса пыма пулăшĕ вĕренекенсене.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем хăйсен класс ертỹçипе пĕрле шкулти производство практикинче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"