05 июня 2015 г.
Чăвашсен авалтан пыракан йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, малалла аталантарасси пирĕнтен, культура ĕçченĕсенчен, нумай килет. Ку ĕçе ял хастарĕсене те явăçтаратпăр. Юлашки çулсенче ялта аслă вăйă ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал та çынсем чылайăн пухăнчĕç вăйă иртекен вырăна.
Улянкăри культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн членĕсемпе ялти хĕрарăмсем карталанса тухрĕç, ĕлĕкхи вăйă юррипе пуçларĕç уява.
Хăнана килнĕ çынсем те вăйă картине хаваспах хутшăнчĕç. Ял çийĕн илемлĕ кĕвĕ шăранчĕ. Такмак каласа юрларĕç, ташларĕç. Ĕлĕкхи вăйăсене выляма пуçласан ача-пăча та чăтса тăраймарĕ. Вĕсем ытларах "Çерем ватса вир акрăм", "Çĕрĕ памалла" тата ытти вăйăсене килĕштереççĕ. Кайрикассем вĕрен туртассипе малтикасра пурăнакансене çĕнтерчĕç.
Уяв çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Сỹтсе явмалли ыйтусем те пулчĕç. Вăййа тухнă çынсене кăпăклă чăваш сăрипе сăйларăмăр. Çамрăксем дискотекăра савăнчĕç.
Кашнинех хавхалану, хавас кăмăл-туйăм кỹчĕ уяв.
Л.ПЕТРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"