19 мая 2015 г.
Хаяртан та хаяр тăшмана, фашизма çĕмĕрсе аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Çак вăрçă этемлĕх историйĕнче чи йывăрри, чи хаярри пулнă, теççĕ.
Совет салтакĕсем вăрçă хирĕнче 4 çул юн тăкса çапăçнă. Сахал мар хура-шур курма тивнĕ халăха, пайтах çухату тỹснĕ пурнăçпа вилĕм хушшинчи хаяр кĕрешỹре. Вырăс халăхĕпе пĕрле ытти наци çыннисем те Тăван çĕршыва хỹтĕлеме çĕкленнĕ. Йăнтăрчă ял тăрăхне пурĕ виçĕ ял кĕрет: Йăнтăрчă, Улянкă, Тенеяль. Вĕсенчен Аслă Аттелĕх вăрçине пурĕ 533 çын хутшăннă, 143 - пуçĕсене хунă, хыпарсăр çухалнисем 184, çĕнтерỹпе таврăннисем - 206 çын. Арçынсемпе танах фронта виçĕ ялтан 6 хĕрарăм тухса кайнă. Паянхи куна пурĕ 4 ветеран кăна пурăнать. Çак çĕнтерỹçĕсем хушшинче Илья Иванович Иванов учитель-ветеран та пур.
Улянкăра пурăнакан вăрçă ветеранне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ ветерана. Мирлĕ пурнăçшăн, аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн тав турĕ. Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Хайдукова та ăшă сăмахсем каларĕ.
И.Иванов 1919 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Тенеялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Сăхăтпуçĕнчи 7 çул вĕренмелли шкул хыççăн Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне кĕнĕ. 2 çул вĕренсен Шупашкарти Чăваш пединститучĕ çумĕнчи хатĕрленỹ курсĕнче пĕлỹ илнĕ. 1939 çулта физикăпа математика факультетĕнче вĕренме тытăннă. Германи çарĕ Польшăна илсен, студентсене салтака илнĕ. Илья Иванович 10 уйăх полк шкулĕнче вĕреннĕ, унтан стрелковăй полкри пулемет отделенийĕн командирне лартнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан И.Иванов чаçĕ çапăçса Хĕвел тухăçнелле чакса пынă. 1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Илья Иванович аманнă, Конотоп хулинче госпитальте сипленнĕ. Сывалсан 2-мĕш бронепоезд çинче Харьков, Полтава, Миргород, Лисичанск, Ворошиловград хулисем таврашĕнче нимĕçсене хирĕç çапăçнă.
Унтан вăл Ленинградри çар училищинчен вĕренсе тухнă. 1036-мĕш артполкри 68 батарея командирĕ пулса Курск, Воронеж патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. I Украина фронтĕнче пулса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, Днепр, Одер шывĕсем урлă каçнă чух тепĕр икĕ хутчен аманнă.
Каллех çапăçусем, çапăçусем...
1945 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Громфейтхолен ялне илессишĕн çапăçнă чух Иванов лейтенант взвочĕ пĕр кунта нимĕçсен виçĕ контратакине сирсе янă. Тăшманăн 2 батальона яхăн пехота, 15 ытла броньăллă машина пулнă. Çапăçура взвод 5 танк, 18 автомашина, 8 бронетранспортер, 150 яхăн нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тунă. 187 салтакпа офицера тыткăна илнĕ.
Çак çапăçушăн пирĕн ентеше 1945 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Александр Невский орденĕпе наградăланă.
И.И.Иванов хăйĕн чаçĕпе Прага хули патне çитнĕ.
Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă чăваш каччине тата 3 хутчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, 16 медальпе наградăланă.
1957-1967 çулсенче Элпуçĕнчи вăтам шкулта военрукра вăй хунă. Кунта ĕçленĕ вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Унтан Йăнтăрчăри 7 çул вĕренмелли шкулта военрукра, 7 çул директорта ĕçленĕ, 1977 çулта каллех военрукра тăрăшнă.
Илья Иванович Иванов 1988 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. 2000 çулхи майăн 9-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 55 çул тултарнă ятпа Мускавра ирттернĕ парада хутшăннă. Ку парадра Нỹшкассинчи Василий Павлович Павлов та пулнă, вăл 1945 çулхи июньте ирттернĕ Çĕнтерỹ Парадне те хутшăннă (шел, вăл Çĕнтерỹ кунĕччен çĕре кĕчĕ). Шкул ачисем паттăра манса каймаççĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшма тăрăшаççĕ.
Галина ВАСИЛЬЕВА. Йăнтăрчă ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: И.И.Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.А.Ванеркепе.
Источник: "Ял ĕçченĕ"