Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçук аппапа тĕл пулнă

22 мая 2015 г.

Уçук аппапа тĕл пулнă

Вăрçă çулĕсем чылай хыçа юлчĕç, анчах та пирĕн пуласлăхшăн кĕрешнĕ паттăрсем, тылра ĕçленĕ хĕрарăмсемпе ачасем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.

Улянкă ялĕнчи клубра Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

"Аслă Çĕнтерĕве - 70 çул" ятлă ỹкерчĕксен конкурсĕ, "Мĕн пĕлетĕн эсĕ вăрçă çинчен?" ятлă викторина йĕркелерĕмĕр. Хастар хутшăннă ачасене пĕчĕк парнесем парса хавхалантартăмăр.

Иустина Федоровна Андреевапа (Уçук аппа теççĕ ăна ялта) тĕл пулни çамрăксен асĕнче нумайлăха юлĕ. Уçукăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Çавăнпа ачасем унран çав çулсем çинчен астуса юлнине каласа пама ыйтрĕç. Хĕрача вăрçă пуçланнă вăхăтра 8 çулта пулнă. Ашшĕне пĕрремĕш кунсенчех фронта илсе кайнă. Амăшĕ пилĕк ачапа тăрса юлнă. 1943 çулта вăл та йывăр чирлесе вилнĕ. Ачасем хăйсем çеç тăрса юлнă, çавах вĕсем чăтса ирттернĕ тертлĕ çулсене.

Аслисене кура Уçук та ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Вĕсемпе пĕрле чуста хурса çăкăр пĕçерме вĕренсе çитнĕ. Ытти ĕçсенче те вăр-вар пулнă. Çынсем те пулăшма тăрăшнă вĕсене. Анчах хăй выçă ларнă вăхăтсене аса илсен куççулĕ шăпăртатать. Çамрăклăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ çав. Ялта ăна типтерлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Мăшăрĕпе 3 ача пăхса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ.

Вĕренекенсем тимлесех итлерĕç Уçук аппана, тав сăмахĕ каларĕç.

Л.ПЕТРОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика