08 мая 2015 г.
Иван Сергеевич Савинов кĕçĕн сержант II степень Суворов орденлĕ 47-мĕш Духовщина Хĕрлĕ ялавлă механизациленĕ бригадăн инженерипе мина ротин отделени командирĕ пулнă. Совет Çарне 1943 çулхи февральте илнĕ. 1-мĕш Прибалтика тата 2-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă, Латвие, Литвапа Эстоние ирĕке кăларма хутшăннă. 3-мĕш Белорусси фрончĕн 5-мĕш Çар ретĕнче Кенигсберга штурмлама хутшăннă. Кенигсберг Хĕвелтухăç Пруссин тĕп хули тата крепоçĕ пулнă май нимĕçсен Балтика тинĕсĕнчи оборонин стратегиллĕ пысăк узелĕ шутланнă. 1945 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче совет çарĕсем Кенигсберга штурмлама чарăннă, унти гарнизона парăнма хистенĕ. 42 пин гитлеровец пуçне хунă унта тата 92 пинĕшĕ тыткăна лекнĕ.
Хаяр çапăçусенчен пĕринче Иван Сергеевич ураран аманнă, çавăнпа унăн Казах Республикинчи Семипалатинск госпиталĕнче сипленме тивнĕ. Сывалса тухсан 3-мĕш Белорусси фрончĕн составĕнчи 5-мĕш Çарăн 47-мĕш Духовщина Хĕрлĕ ялавлă II степень Суворов орденлĕ механизациленĕ бригадăн инженерипе мина ротин отделени командирĕ пулса малалла çапăçать. Çав хĕрỹ кĕрешỹсенче пĕрре çеç мар хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать, çар заданийĕсене кăтартуллă пурнăçлать.
1945 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче саперсен 1-мĕш механизациленĕ бригади çумĕнчи разведка чаçĕпе пĕрле Богунщевок ялĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă кĕпер айĕнче сехетпе замыкани туса сирпĕнмелли фугаса асăрхать, вăл сирпĕнме ĕлкĕриччен хăюлăхпа ăсталăх кăтартса ăна сиенсĕрлетме, саперсен механизациленĕ бригадин техникине малалла шанчăклăн куçмашкăн çул уçса пама ĕлкĕрнĕ. Богунщевок ялне малтисенчен пĕри пырса кĕрсе хисепĕпе нумайрах тăшманпа тан мар тытăçăва кĕнĕ. Хăйне патвар та çирĕп тытса вăл çуртсене вĕсенче çирĕпленсе ларнă нимĕç автоматчикĕсенчен тасатма тытăнать, тăшманăн 2 салтакне тыткăна илет. Çак паттăрлăхшăн Иван Сергеевич Савинов кĕçĕн сержанта правительство наградипе - "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденпа наградăлаççĕ. Çакăн пирки 1945 çулхи майăн 24-мĕшĕнче 022Ỹн №лĕ приказ кăларнă. Нимĕç захватчикĕсемпе çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вăл çавăн пекех "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тата ытти наградăсене - пурĕ 13 наградăна тивĕç пулнă.
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 40 çул çитнĕ тĕле ăна II степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕ парса чыслаççĕ.
Иван Сергеевича 1946 çулта демобилизаци йĕркипе киле яраççĕ. Вăл тăван колхоза таврăнать. 1949 çулта Канаш хулинче вĕренсе электрик специальноçне алла илет, хăйсен ялĕ çывăхĕнчи Кĕтне çинчи Октябрь ГЭСĕнче тăрăшать. 1966 çулта асăннă ГЭСа чараççĕ. Çакăн хыççăн вăл колхозра электрикре, 1978 çултан пуçласа мĕн пенсие тухиччен вара газовикре ĕçлет.
Иван Сергеевич Савинов 1993 çулта вилнĕ. Ун чухне вăл 68-та кăна пулнă.
В.СЕРГЕЕВ. Октябрь выççăлкки.
Источник: "Ял ĕçченĕ"