Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент çырăвĕ те, медаль те

10 апреля 2015 г.

10 апреля 2015 г.

Президент çырăвĕ те, медаль те

Улянкăра пурăнакан Ирина Васильевна Васильевана 90 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Людмила Аввакумова, пĕрле ĕçленисем, тăванĕсем, кỹршисем ăшшăн саламларĕç, нумай çул пурăнма канлĕ те ырă кунсем сунчĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Уння аппашăн (ялта çапла чĕнеççĕ ăна) кĕтмен самант та пулчĕ - Владимир Алексеевич ăна алăран Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн юбилейпе саламланă Тав çырăвне тыттарчĕ. Ăна, ыттисенчен нимĕнпе уйрăлса тăман ялти ватă хĕрарăма, çапла чыслани савăнтарчĕ те, пăлхантарчĕ те. Пĕр-икĕ çул ĕнтĕ Ирина Васильевна пачах курмасть. Район пуçлăхĕ çырăва вуланă самантра ĕç ветеранĕн куçĕсем шывланчĕç.

-Пысăк тав сире, çĕршыв пуçлăхне те тав, ман пек ватă çынсене сума сунăшăн, хисеплесе килнĕшĕн, - теме çеç пултарчĕ вăл пĕркеленнĕ аллисемпе куççульне шăлнă май. -Пирĕн Президент аслă ăру çыннисемшĕн тимлени, çапла чыслани, пире вăй-хал парать, сирĕн те пирĕн çула çитмелле пултăрччĕ.

Нумай вĕренеймен вăл. Пуçламăш шкул пĕтерсен колхоза ĕçлеме çỹренĕ. Каярахпа вăрман касма, çул тума, торф кăларма хутшăннă. 1959 çулта комсомол путевкипе Çурçĕр Казахстана çерем çĕрсем уçма кайнă, 2 çул тăрăшнă унта. "Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Иртнĕ кунсенче вара Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă юбилей медалĕпе чысланă сумлă ватăна.

Ирина Васильевна пенсие тухичченех "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕнче техничкăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та юратнă коллективран часах уйрăлман. Ĕçчен те типтерлĕ, ĕçе вăхăтра тăвакана кам-ха хисеплемесĕр тăрĕ? Çавăнпа ăшă çыхăну паянхи кунчченех татăлмасть хаçатçăсен Ирина Васильевнапа.

Хĕрарăм пуççăн хуçалăх тытса пынă. Ĕне, вăкăр, сыснасем усратчĕ, качакасем те пурччĕ. Çавсене пăхса йăпанатчĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме ĕлкĕретчĕ. Йывăрлăхсем умĕнче пуçне усмастчĕ. Юбиляра саламлама администраци ĕçченĕсем хыççăн эпир, "Ял ĕçченĕ" хаçат сотрудникĕсем, çитрĕмĕр. Людмила Якку редактор хисеплĕ ĕçтешĕмĕре ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Суккăрланнă пулсан та, сасăран тỹрех уйăрса илчĕ пире. Уйрăлнă чух пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене ăшă салам сăмахне çитерме ыйтрĕ.

-Лайăх пурăнатăп, ватлăхра пĕччен мар. Кỹршĕсем, тăвансем килсех тăраççĕ. Кил-çурт таса, ăшă, апат юр-варĕ тĕрлĕрен, мунчине кашни эрнерех хутса çăвăнтараççĕ. Тепĕр-тепĕр ача та тăван амăшне çакăн пек пăхмасть пулĕ. Редакци маншăн иккĕмĕш кил пулнă. Тавтапуç! - терĕ алăсене хыттăн чăмăртаса.

Р.ШУМОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика