24 апреля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пырать. Çĕнтерỹçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Çĕршывĕпе миçен-ши вĕсем - "хыпарсăр çухалнисем", "шăпи паллă маррисем"? Вĕсене лекнĕ пуля е снаряд-бомба ванчăкĕ ыттисене - чĕрĕ юлса тăшмана аркатнисене те - лекме пултарнă-çке. Вĕсем - çĕнтерес тĕллевпе вилнĕ, вĕсем - çĕнтерỹçĕсем.
Ах, вăрçă, вăрçă! Мĕншĕн ытла та тискер, мĕншĕн ытла та хаяр-ши эсĕ? Çак тата ытти нумай ыйту тавра калаçу пычĕ Йăнтăрчăри библиотекăра З.Нестерова çырнă "Арçынсем те макăраççĕ" кĕнекене пăхса тухнă май. Кĕнекере тыткăна лекнĕ чăваш салтакĕн шăпи çинчен каласа панă. Ку романа вырăсла та пичетлесе кăларнă. Асăннă кĕнекене пăхса тухасси апрелĕн 7-мĕшĕнче тухнă "Хыпар" хаçатри "Кĕнеке пурнăçăма çăлчĕ" статьяпа паллашнă май пулчĕ. "Арçынсем те макăраççĕ" романра автор Куславкка районĕнче çуралса ỹснĕ чăваш ачин Василий Нидаевăн тĕлĕнмелле кун-çулĕ çинчен каласа парать.
Ю.ЕГОРОВА. Тенеялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"