10 апреля 2015 г.
Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине пур çĕрте те анлăн уявлама хатĕрленеççĕ. Çĕнтерỹ кунĕччен нумаях та вăхăт юлмарĕ. Эпир, Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, çак сумлă уяв ячĕпе кулленех тĕрлĕ ĕç туса ирттеретпĕр.
Аслă вăрçă çулăмне кĕнĕ ял çыннисен пурнăçĕ çинчен ыйтса тĕпчесе, вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене тупса ятарлă папкăсем хатĕрлетпĕр, хамăр ентешсем çинчен калаçусем, куравсем йĕркелетпĕр, сайт çине кĕртетпĕр. Акă, 1987 çулхи "Коммунизм ялавĕ" хаçатра хамăр ял çынни, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вениамин Терентьев çапса кăларнă "Ялан мир пултăр" статьяпа паллашрăмăр. В.Т.Терентьев вăрçă тухнă кун тенеяльсен асĕнче мĕнле юлнине чуна витермелле çырса кăтартать: "Паян эпир 45 çул каяллине аса илер-ха. Ун чухне июнĕн 22-мĕшĕ вырсарникун пулнă.
Эпĕ, пиллĕкмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ пионер, çав кун ытти ачасемпе пĕрле тулă пуссине çум çумлама тухрăм. Хĕрсех ĕçлерĕмĕр. "Кĕтỹ çулĕ" текен вăрман уçланкинче колхозниксем кăнтăрлахи апата пухăнчĕç. Сасартăк ял енчен пĕр юланутçă пирĕн паталла чуптарса килни курăнса кайрĕ. Хашкакан лаша çинчен палламан çын анчĕ те колхоз председательне П.Ф.Филиппова çыру тыттарчĕ. Йăнтăрчă ял Советĕнчен янă юланутçăна.
-Вăрçă пуçланнă! Халăха пухăва пухмалла. Районтан представитель килет, - тесе пĕлтерчĕ Петр Филиппович апата пуçтарăннă колхозниксене.
Ку кĕтмен хыпар аçа çапнă пекех пулчĕ. Çынсем, ним сăмах хушма пĕлмесĕр, пĕр вăхăт хушши хытса кайнă пек тăчĕç..."
Çапла асра юлнă тенеяльсен чĕрисенче çав ытла та хаяр кун. Халăх вăрçă çулĕсенче хуйхă-суйхă нумай чăтнă, тỹснĕ. Çĕнтерỹ кунне çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленĕ. Паттăрсен ячĕ ĕмĕрлĕхех вилĕмсĕр. Çын пурăнма çуралать. Ялан мир пултăр çĕр çинче!
Ю.ЕГОРОВА, библиотекарь. Тенеялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"