Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмрах –ха çав çулсем

06 марта 2015 г.

 

     Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче  çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 70  çул çитет. Пирĕн халăхшăн  çав тери хаклă та сумлă çак юбилее халалласа Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсемпе библиотекăсенче  тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.

    Акă çак кунсенче «Тенеяль» фольклор ушкăнĕ халăха концерт лартса пачĕ. Концертра вăрçă çулĕсенчи юрăсем янăрарĕç. Фольклор ушкăнĕ «Вăрçă вăхăтĕнче улах ларни» сценарипе  те паллаштарчĕ.Хĕллехи вăрăм каçсенче фронта валли ăшă çи-пуç хатĕрленине сăнарлăн кăтартса пачĕç вырăнти артистсем. Ушкăнра ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем. Çапах та обществопа культура пурнăçне вĕсем яланах хастар хутшăнаççĕ, çавăншăн тав вĕсене пурне те.

     Аслă Çĕнтерĕве халалласа Тенеялĕнчи библиотекăра «Асран тухми çулсем», Йăнтăрчăра «Память вечна как – Вечный огонь» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Куравсенче фронтран ялти тăванĕсем патне çырнă виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕсемпе те паллашма пулать.

 

                                                                                                                                                                         Р.Ермолаева, Ю.Егорова.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика