Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри вăй илсе пытăр

13 марта 2015 г.

ОТЧЕТЛăПУХУРАН

  «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекенсен отчетлă пухăвĕ пулса иртнĕ. Отчета пуçăнса ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Владислав Ананьев çынсем пур ĕçре те  тăрăшуллă пулнине палăртнă.

   2014 çулта тĕш тырăпа выльăх апачлĕх культурăсене  пурĕ 536 гектар çинче туса илнĕ. Хуçалăхра 83 пуç  мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 48 ĕне усраççĕ. Отчетлă тапхăрта 9 тонна аш-какай, 249 тонна сĕт туса илнĕ. 54 пăру пăхса илнĕ. Пĕлтĕр кашни ĕнерен сĕт сăвасси ÿснĕ, 5204 килограма çитнĕ.

    Ревизии комиссийĕн председателĕ Светлана Ильина  ревизии акчĕпе паллаштарнă. Хуçалăхра пырса кĕнĕ укçа-тенкĕне тата тăкаксене те пĕтĕмпех шута илсе пынă. Ревизи комиссийĕн сĕнĕвĕсене те вуласа панă, вĕсенче ял хуçалăх предприятине аталантарассипе çыхăннă тĕп ĕçсене кăтартма тăрăшнă.

   Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин хутшăннă, хăйĕн сăмахĕнче вăл ытларах çитменлĕхсем çинче чарăнса  тăнă.

   - Сирĕн хуçалăхăн хăй вăхăтĕнче ырри нумай пулнă, нумайăшĕ сирĕнпе танлашма, сирĕнтен вĕренме тăрăшнă. Çак хастарлăха çухатар мар, вăйлатса пырар. Сирĕн халĕ вăрлăхсемпе çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Мĕн акатăн, çавă шăтать тесе ахальтен каламан ĕлĕкрен. Паянхи ĕçсене ырана хăварса пымалла мар, çуракине хутшăнакан техникăна та юсамалла. Ытти хатĕрленÿ  ĕçĕсене пурнăçламалла.,несен кĕтĕвне пысăклатса пырассипе ĕçлеме тытăннине ырламалла. Витесем çитеççĕ, вăхăтра юсамалла кăна, - тенĕ юлашкинчен район представителĕ.

                                                                                                                                                                                          Р.Ермолаева

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика