Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулусем, отчетсем, ыйтусем

08 февраля 2013 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Январьпе февраль уйăхĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттерет. Пĕрлех вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те иртнĕ çул епле ĕçлени çинчен отчетсем туса параççĕ, кăçал пурнăçлама палăртнă черетри задачăсене халăхпа сÿтсе яваççĕ. Февралĕн 5-мĕшĕнче çакнашкал тĕл пулусем Йăнтăрчă, Тенеяль тата Улянкă ялĕсенче пурăнакансемпе пулса иртнĕ.
Тĕл пулусем вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Хайдукова иртнĕ çулшăн туса панă отчетран тата кăçал валли палăртнă тĕллевсене сÿтсе явнисенчен пуçланнă. Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 617 кил хуçалăх, вĕсенче 1523 çын пурăнать. Пĕлтĕр кунта çынсем çуралнинчен ытларах вилнĕ. 2012 çулта кунта халăхăн чи кирлĕ ыйтусемпе ĕçлессине тата вырăнти ял тăрăхĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине тĕп тимлĕхе хунă. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕпе, районти тата вырăнти предприятисемпе, учрежденисемпе тата организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ.
Иртнĕ çулта ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлассипе, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе, йăлари каяшсене пухса турттарса тухассипе тимлесе ĕçленĕ. Бюджет укçи-тенкин пысăк пайĕпе çынсен пурăнмалли çурт-йĕр тата социаллă сфера ыйтăвĕсене татса пама усă курнă. Ыйтусене вырăнти депутатсемпе пĕрле сÿтсе явнă.
2012 çулта Йăнтăрчăри информаципе культура центрне (клуба) юсанă, çак ĕçе 1749 пин тенкĕ янă, çав шутран республика бюджетĕнчен – 874 пин тенкĕ. Çавăн пекех Йăнтăрчăри ача садне те тĕпрен юсанă. Çулталăк вĕçĕнче Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче спортзал ĕçлеме пуçланă. Асăннă ялтах Карл Маркс урамне 140 метр тăршшĕ вак чул сарса хытарнă. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе Тенеялĕнче шыв пăрăхĕ хывнă.
Тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма субсидисемпе тивĕçтернĕ, çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллăхлă кредитсем илме пулăшнă.
151 çемье сĕтшĕн субсиди илнĕ.
Районăн 2012 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсемпе тата 2013 çулхи плансемпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке паллаштарнă. Вăл район аталанăвĕн пур тĕп кăтартăвĕсемпе те ырă улшăнусем пуррине палăртнă. Кăçал районта Республика кунне ирттерме хатĕрленнĕ май, вăл çынсене ĕçри кăтартусене пур сферăра та çине тăрса лайăхлатса пыма, ялсене тирпей-илем кĕртессипе хастарлăха ÿстерме чĕнсе каланă.
Маларах асăннă ялсенчи тĕл пулусене çавăн пекех администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев, РФ пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Лилия Яковлева, администрацин вĕрентÿпе социаллă аталану пайĕсен, “Поддержка” патшалăх страхлакан компанин тата “Россельхозбанкăн” Тăвайри хушма офисĕн представителĕсем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Хайдукова, маларах асăннă организацисен тата райадминистрацин структура подразделенийĕсен представителĕсем тĕл пулусене хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Çынсем чылай ыйту панă. Ялсенчи урамсене çутатас, çулсене таса тытас, шывпа тивĕçтерес ыйтусене те хускатнă. Тенеялĕнче пурăнакансене “Новый путь” ЯХПКна ертсе пыма лайăх ертÿçĕ тупăнманни пăшăрхантарать. Улянкăра пурăнакансем Тăвайри вăтам шкула вĕренме çÿрекен ачасене автотранспортпа турттарассине йĕркелеме ыйтнă тата ытти те. Ыйтусем, паллах, тимлĕхсĕр юлмĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика