Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă учительница

25 ноября 2014 г.

Кашни кун çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр. Тĕрлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ. Паллах, пурне те астуса юлаймастпăр, чи хаклисем чĕрере упранса юлаççĕ.

Эпĕ Йăнтăрчăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вунпĕр çул хушшинче нумай ăс пачĕç мана юратнă вĕрентекенсем. Иккĕмĕш çул хулара пĕлỹ пухатăп пулсан та, паянхи кунчченех тăван шкулта ĕçлекенсемшĕн тунсăхлатăп.

Вĕсенчен пĕри яланах ман асăмра. Вăл каланă сăмахсене халĕ те манмастăп, панă канашсене пурнăçлатăп.

Надежда Генриховна Николаева манăн класс ертỹçи пулнă. Шкул вăхăчĕсене аса илсен, чи малтан унăн сăнĕ куç умне тухса тăрать. Пирĕншĕн вăл иккĕмĕш анне пулнă. Унăн кашни сăмахне итленĕ эпир, хисепленĕ, юратнă ăна.

Надежда Генриховна яланах вĕренекенсемшĕн тăрăшать. Вăл пире йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнĕ. Ачасен тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн тимлет юратнă учительница.

Сире ăшăпа, ыррипе кăна аса илетĕп. Эсир чăн-чăн çын, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Ксения ГРИГОРЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика