Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрать ялта салтак юрри

18 ноября 2014 г.

Йăнтăрчă ялĕнче салтак юрри янăрать. Кунта Артем Батраков салтака каять. Вăл шухă каччă мар, лăпкă, сăпайлă, культурăллă, ватă çынсемпе ватă пек, çамрăксемпе çамрăк пек тытать хăйне. Ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Çавăнпа ачисем те, хăйсем пекех ĕçчен, пултаруллă, çынсене яланах пулăшма хатĕр.

Артема салтака ăсатнă ятпа çамрăксем ялти культура çуртне пухăнчĕç. Кунта вĕсем юрларĕç, ташларĕç, ытти яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа тĕл пулса савăнчĕç. Артема телейлĕ çул, салтакăн йывăр службине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç тăванĕсемпе юлташĕсем, кукамăшĕ пил пачĕ. Кĕркуннехи призывра тата Евгений Егоровпа Дмитрий Тимофеев та çывăх вăхăтра салтак тумне тăхăнĕç. Вĕсене те телейлĕ çул, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Эльза НИКОЛАЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика