11 июня 2014 г.
Иртнĕ шăмат кун каçхине, тăхăр сехетсенелле улянкăсем ял варринчи вăйă ирттерекен вырăна пухăнма пуçларĕç. Çимĕке çуралнă кĕтесе килнĕ хăнасем те чылайăнччĕ. Часах тĕрлĕ çĕртен чăваш тумĕллĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем çитсе, карталанса тăрса юрă пуçларĕç. Йăлтăртатса тăракан атласран çĕлеттернĕ кĕписем асамат кĕперне аса илтерчĕç. Ачасем те аслисемпе пĕрле вăйă картине тухрĕç. Хавхаланса юрларĕç, ташларĕç. Ĕлĕкхи вăйăсене те аса илчĕç. Хальхи эстрада юррисем те шăранчĕç.
Виççĕмĕш çул ĕнтĕ ĕлĕкхи йăлапа аслă вăйă ирттеретпĕр. Унта хутшăнакансен йышĕ çуллен ỹссе пырать. Ял халăхĕ те, хăнасем те кăмăллăн саланчĕç килĕсене, уяв йĕркелеме пулăшакансене тав турĕç. "Тепĕр хут çамрăклăха таврăнтăмăр,_ терĕç ватăраххисем._ Упраса хăварасчĕ чăваш халăхĕн ырă йăлисене".
Л.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Улянкăри вăйăра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"