Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

23 января 2013 г.

Присоединенное изображение
 
"Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче юлашки çулсенче сăвакан ĕнесен йышĕ чылай чакса кайнă. Икĕ группа юлнă халĕ кунта. Вĕсене Альбина Иванова тата Луиза Гурьева дояркăсем сăваççĕ. Унччен хăй те дояркăра ĕçленĕ Надежда Зайцева вĕсене улăштарса ĕнесем пăхать. Амăшĕ те хăй вăхăтĕнче фермăра ĕне сунă унăн. Лавçăсем пур тата. Фермăна халичченхи пекех Вениамин Егорович Иванов ертсе пырать. Вăл ку çăмăл мар ĕçре чылайранпа ĕнтĕ. Пĕр вăхăт пăрахса та пурăнчĕ вăл, анчах каярахпа заведующи тилхепине тепĕр хут алла илме тивнĕ унăн.
Фермăра ĕнесем пулсан, пăрусăр мар ĕнтĕ. Çĕнĕ çула кĕрсен ĕнесем пĕрин хыççăн тепри пăруласа пама тытăннă. Альбина Сергеевна 25 ĕне пăхать акă. Унăн ушкăнĕнчи ĕнесенчен тăваттăшĕ икĕ тынапа икĕ вăкăр туса панă. “Тапратса çитерекеннисем татах та пур-ха”, – тет ĕçчен доярка. Кăмăллă, ăшпиллĕ хĕрарăм Альбина Сергеевна Иванова, çавăнпа ĕçĕ те çапла йĕркеллĕ пулса пырать унăн. Пăрушĕсене хăйсене уйрăм витере усраççĕ. Вăлах пăруланă ĕнесене кунне виçĕ хутчен сунине каларĕ. Канăçсăр ĕнтĕ кун пек пăхакана. Анчах ĕмрипе çапла хăнăхнă, çав йĕркене пăсмаççĕ. Сĕчĕ те ытларах пулать, пăрушĕсем те паркарах çитĕнеççĕ.
Альбина Сергеевна хăй 1959 çулхи. Йăнтăрчăри, унтан Тăвайри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен тăван ялĕнчи “Новый путь” колхозра ĕçлеме пуçланă. Малтанласа виç-тăватă çул тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, кайран фермăна явăçнă, ĕне сăвакансене улăштарса ĕçлеме тытăннă. Ал-ури çыпăçнă хĕрĕн ку ĕçе. Унтан хăй уйрăм группа йышăннă. Ĕçленĕçемĕн пĕлÿпе опыт хушăнса пынă. Чуна панă вăл хăй кăмăлланă ĕçе. Тăрăшса, юратса пăхнине кура ĕнесен продуктивлăхĕ ÿснĕ. 1998 çултах ăна пысăк сăвăмшăн хрусталь фужерсем парнеленĕ. 2000 çулта кашни ĕнерен сĕт сăвассипе районта пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Хисеп грамотипе пĕрле пысăк кавир илме тивĕçнĕ. Çав çулах ăна Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă.
Тенеяль дояркисем ĕç кăтартăвĕсемпе районта яланах малти вырăнсенче пулнă. Вĕсенчен пĕри, паллах, Альбина Иванова. 34 çул унăн фермăри ĕç стажĕ. Çăмăл-и е йывăр ăна – паян кун та ферма сукмакне такăрлатать. Сĕт сунисĕр пуçне, ĕнесене кунне виçĕ хутчен апатлаççĕ: ирхине çăнăхпа улăм, кăнтăрла сенаж, каçхине каллех тырă çăнăхĕпе улăм. Юрать-ха, ĕнесене машинăпа сăваççĕ, тислĕк транспортерпа тухать, шыв автопоилкăсенче. Ĕлĕкрех вĕт ку ĕçсене пĕтĕмпех алă вĕççĕн тунă.
Халĕ молокопроводпа сăвакан хуçалăхсем вара тата ансатраххине, продукци пахалăхĕ те пысăкраххине каласа кăтартаççĕ. Анчах “Новый путь” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ун пек малашлăх паян-ыранах палăрса каяймĕ. Хуçалăхăн ертÿçĕ те çук ку вăхăтра, юлашкинчен ĕçлени çулталăк çитмесĕрех тухса кайнă хуçалăхран. Мĕн пур выльăх йышĕ те 75 пуçран ытла мар халĕ фермăра, çав шутран 52-шĕ – сăвакан ĕнесем. Çапах та Альбина Иванова пек, Луиза Гурьевапа Надежда Зайцева пек ĕçченсем выльăхсен йышĕшĕн, сĕт тухăçлăхĕшĕн, паллах, тăрăшĕç. Шанас килет, колхозшăн пăшăрханакан, çунакан çынсем машина-трактор паркĕпе бригадăра ĕçлекенсем хушшинче те тупăнĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Альбина Сергеевна Иванова (малтанхи çулсенчи сăн ÿкерчĕк).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика