Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă коллектив

25 апреля 2014 г.

Эльен çамрăкĕсене таврара пĕлмен çын сахал пулĕ. Пултаруллă коллектив таврари ялсенче пурăнакансене çулсеренех хăйĕн пуян репертуарĕпе савăнтарать. Сцена ăсталăхне ачасене Николай Степанович Васильев хăнăхтарать. Темиçе çул каяллах пирĕн яла Эльен эстрада ушкăнĕ концертпа килмеллеччĕ. Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пынă пирки ял халăхĕ вĕсен пултарулăхĕпе паллашаймарĕ ун чухне. Çак кунсенче вара Йăнтăрчăри культура çуртне Элпуçĕнчи шкулта аслă классенче вĕренекенсем Н.Айзманăн "Кай, кай, Ивана" 2 пайлă, юрăллă-ташăллă комедийĕпе килсе çитрĕç. Халăх çамрăк артистсене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Пьесăри сăнарсене вĕсем çулĕсене кура мар ăста та витĕмлĕ калăплани тыткăнларĕ. Юрри-ташши те чăн-чăн артистсеннинчен пĕрре те кая пулмарĕ. Куракансем пултаруллă çамрăксене чылайччен тăвăллăн алă çупса саламларĕç, тав турĕç.

А.УСЬКИНА, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика