18 апреля 2014 г.

Улянкăри клубра кĕçĕн класра вĕренекенсемпе "Боярд форчĕ" вăйă ирттертĕмĕр. Икĕ командăна пайланса тупăшрĕç ачасем, "форд уççине" шырарĕç: кĕрпе ăшĕнче, канфет хучĕсемпе чĕркесе тултарнă савăтра тата ыт. те. Хăрах ура çинче сикме те, лаша пек чупма та, шапа пек сикме те тиврĕ ачасен уçăсем шыраса. Чи пысăк çăраççине - "пылак арчинне" - вара хăвăрт асăрхарĕç. "Арчана" уçрĕç те - унта тутлă канфетсем! Ачасем вăйăпа та, пылак çимĕçпе те пит кăмăллă юлчĕç. Тупăшура вара туслăх çĕнтерчĕ.
Л.ПЕТРОВА, клуб администраторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"