Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тĕл пулу

01 апреля 2014 г.

«Тути-масине чухларăн-и?»-ыйтать  «Туй икерчи» спектакльте Пăлаки рольне вылякан Лидия Федоровна Иванова. Вăл хĕрне Крахьян ывăлне качча парасшăн. –Тăварлăрах, – хуравлать унăн хĕрне кăмăлласах çитермен Крахьян /Роза Ермолаева/.

Пĕлĕмне карт! туртса илет Пăлаки Крахьянтан. Асăннă спектальпе таврара çитмен ял юлманччĕ пирĕн ун чухне. Тенеялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕнче Таисия Нестерова ĕçленĕ çав çулсенче. Пире, ял çыннисене,çамрёксене, спектакльсем выляма, концертсем лартма явăçтаратчĕ. 100 çын таранах пухăнатчĕ хора. Шупашкара та çитнĕ концертпа. Ялсене тухса çÿренĕ спектакльсемпе тата концертсемпе. Районти тата  колхозри вăрман вăййисенче юрланă.

Çаксене пĕтĕмпех тепĕр хут аса илтĕмĕр пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче Таисия Нестеровапа тĕл пулсан. Таисия Кузьминичнана культура ĕçченĕсен кунĕнче ятарласа тĕл пулăва чĕнтĕмĕр. 1964 çултан пуçласа 34 çул вăй хунă вăл ялти клуб заведующийĕнче. Чунне паратчĕçак ĕçре. Эпир нумай ырри вĕреннĕ унран. Халĕ те пулёшать ĕçре, нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Питĕ нумай интересли каласа кăтартрĕ Таисия Кузьминична ун чухнехи ялти культура пурнăçĕ çинчен,ăна итленĕçемĕн итлес килсе тăчĕ.Çамрăксем те пулчĕç тĕл пулура, Таисия Кузьминичнана ыйтусем пачĕç, пурнăçра ырă сунчĕç.  Нумай çул телей курса  пурăнма Турă сывлăх патăрах  ăна.

Райони «Тăвай пики» конкурса иккĕмĕш вырăн йышăннă пирĕн ял хĕрĕ Элла Данилова «Çуркунне» юрă юрласа пачĕ. Пурте хавхаланса, малашне те ăнăçусем сунса тав турăмăр ăна,  вăл шутрах -Таисия Кузьминична та.

Тĕл пулура хăй вăхăтĕнче культура çуртĕнче ĕçленĕ Валентина Алексеевна Андреева та пулчĕ. Иван Петрович Ильин вара, пÿрт тăрри  витнĕ май, пыраймарĕ.Ăна килне кайса саламларăмăр.

Ялти культура çуртĕнчи хаваслă тĕл пулу вĕри чейпе тата кукăльпе хăналаннипе вĕçленчĕ. Тутлă кукăльсене Светлана Гурьева пĕçерсе хатĕрленĕ.

Р.Ермолаева,

Тенеялĕнчи культура çурчĕн администраторĕ

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика