15 апреля 2014 г.
Мĕн-ши вăл çерем уçни? Хальхи çамрăксем, тен, ăнлансах та каймаççĕ пулĕ çакна. 60 çул каялла тĕрлĕ халăх Казахстана кар тăрса çерем уçма туха-туха кайнă. Паллах, чăваш çамрăкĕсем те айккинче юлман. Çав шутра пирĕн районтан та чылай каччăпа хĕр комсомол путевкипе çерем уçнă çĕре хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Улянкă хĕрĕ Ирина Васильевна Васильева.
Ялта ăна Уння аппа тесе чĕнеççĕ. Ирина Васильевна сывлăхне пула килтен тухса çỹреймест. Çавна шута хурса Йăнтăрчă шкулĕнче вĕренекенсем ун патне тĕл пулăва васкарĕç. Пире кинеми хапăл кĕтсе илчĕ. Часах ăшă калаçу пуçланчĕ.
Вăл 1925 çулта Улянкă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен колхозра вăй хунă. 1959 çулта районтан комсомол путевкипе хĕрсен ушкăнĕ Çурçĕр Казахстана çерем уçма тухса кайнă. Вĕсен йышĕнче - Улянкă хĕрĕ Ирина та. Çерем уçнă çĕрте вăл 2 çул "Жданово" совхозра вăй хунă. Унтан таврăнсан "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцине техслужащине вырнаçать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать. Пенсие тухсан та чылай хушă ĕçлет.
"Хăй вăхăтĕнче вăрманне те каснă, çул тунă, торф кăларнă çĕрте те ĕçленĕ. Нумай нуша курнă. Çапах пуçа усса ларман. Хальхи çамрăксене те тăрăшуллă пулма сунатăп", - терĕ юлашкинчен Уння аппа. Хастар хĕрарăм тĕрлĕ наградăсене тивĕçнине те пĕлтĕмĕр.
Тепĕр кунне вăл 89 çул тултаратчĕ. Çавна май шкул ачисемпе ăна ăшшăн саламларăмăр, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунтăмăр, пĕчĕк парне патăмăр.
Çак тĕл пулăва йĕркелеме пире Улянкăри ветерансен совечĕн председателĕ Л.П.Михайлова та пулăшрĕ. Ăна уншăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Т.ЯМЩИКОВА. Йăнтăрчă шкулĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: И.В.Васильева ĕç ветеранĕпе пĕрле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"