14 января 2014 г.
Улянкăри Алена Витальевнапа Тимофей Иванович Ивановсен çемйи – ялта чи туслă та çирĕпписенчен пĕри. Çемье тилхепине тытаканĕ Тимофей Иванов 10 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче, унтан Хусанти энергетика университетĕнче вĕреннĕ. 1996 çултан Кăнтăр электричество сечĕсен Тăвайри уйрăмĕнче электромонтерта, мастерта, тĕп инженерта тăрăшнă. 2011 çултан – ертÿçĕ, район депутачĕ. Хурт-хăмăр пăхма, сунара çÿреме юратать.
Алена Витальевна та мăшăрĕ пекех Улянкăра çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе учитель специальноçне илнĕ. Йăнтăрчă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, вĕрентÿ пайĕн методистĕнче ĕçленĕ, 2012 çултан – информатикăпа аналитика центрĕн ертÿçи. Ялти хĕрарăмсен канашĕн, участокри суйлав комиссийĕн членĕ. Чечексене юратать. Çепĕç чĕлхипе, йăлтăр куллипе тыткăнланă вăл ял каччине. 1999 çулта мăшăрланса çемье çавăрнă, 3 ача пăхса ÿстереççĕ. Асли, Даниил, Тăвай шкулĕнче 4 класра вĕренет. Мĕн пĕчĕкрен мечĕкпе туслă. Уроксем хыççăн футбол секцине васкать. Тепĕр 3 çултан, 2006 çулта, Маша çут тĕнчене килнĕ. Кăçал 1 класа кайнă вăл. Юрă-ташăпа кăсăкланать, музыка шкулĕнче пултарулăхне ÿстерет. Кĕçĕнни, Кирилл, район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ ача садне çÿрет. Ÿкерме кăмăллать.
Паянхи калаçу тĕпелĕн хăни – Алена Иванова.
Алена Витальевна, эсир “Çемье ăшши” сăмахсене мĕнле ăнланатăр?
–“Ăшă” çемьере веçех ырă: килти хутшăнусем, çурт-йĕр илемĕ, юратакан мăшăр, ачасем...
Хăш-пĕр çемьесенче “Килте кам хуçа?“ ыйту ним çукранах сиксе тухать. Мĕн каланă пулăттăр эсир кун пирки?
–Ман шутпа, мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланманни, хисеплеменни куç кĕрет кун пек чухне. Çакă вара ырри, палăртнă тĕллев патне илсе çитерместех. Çемье арканасси вара инçе мар.
Эсир вĕрентÿ сферинче вăй хуратăр. Педагогика, психологи ыйтăвĕсене профессиллĕ шайра пĕлетĕр. Хăвăр ачăрсене вĕрентсе воспитани парас ĕçре йывăрлăхсем те сиксе тухма пултараççĕ ĕнтĕ?
–Ачасене воспитани парас ыйтăвăн вăрттăнлăхĕсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтернĕ-ши паянхи куна? Кашнин хăйне евĕр кăмăлĕ, тавракурăмĕ, тĕнчи...
Асатте-асаннесемпе, кукамай-кукаçисемпе ачасем час-часах хутшăнаççĕ-и? Çак хутшăнусен паха енĕсем еплерех?
–Пирĕн ачасем, ку енĕпе, чăннипех телейлĕ. Вĕсен асатте-асанне те, кукаçи-кукамай та çумрах. Мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме вĕренсе ÿсни, сăмаха шухăшласа калаçма хăнăхни малалла вĕсемшĕн усăллă çеç пулĕ.
Мĕн пирки те пулин тавлашу пуçланса кайсан, вăл мĕнлерех вĕçленет? Руль кам аллинче çав самантра? Е кăткăс ыйтусене тавлашусăрах лăпкăн сÿтсе яватăр?
–"Кулать". Кил-çуртра чашăк-тирĕк шăкăртатмасан кичем пуль вăл? Тавлашса илни те пулать, анчах пĕр-пĕрне кÿрентересси патне çитерме тăрăшмастпăр, лăпкăн калаçса пĕр шухăш патне çитнинчен ырри çук. Çакна уйрăмах хĕрарăмăн асра тытмалла пулĕ тетĕп.
Эсир ачасене кун йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма вĕрентетĕр? Е..?
–Кун йĕркине çирĕп пăхăнма вĕрентмен. Ир тăрсан зарядка тăвассине, шкултан килсен уроксене хатĕрлессине вара хăнăхнă.
Уççăн калăр, эсир пурнăçра ытларах пĕри тепри çине е пĕр еннелле пăхатăр?
–Иккĕн пĕр еннелле пăхсан палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çăмăлрах.
Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр. Районти çемьесене мĕн суннă пулăттăр эсир?
–Чи малтанах – сывлăх. Килĕшÿ, юрату, татулăх хуçаланччăр кашни çемьере.
Источник: "Ял ĕçченĕ"