10 декабря 2013 г.
Раççей Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи референдумра йышăннă. Çак кун Раççейре чи пĕлтерĕшлĕ патшалăх уявĕсенчен пĕри шутланать.
Конституци çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлет, ăна шанăç кÿрет, конституци ятĕнчен тÿрĕ кăмăлтан ĕçлеме, çĕр-шывшăн, халăхшăн тăрăшма сăмах параççĕ, Конституци патшалăх влаçне çирĕплетме пулăшать.
Вĕренекенсем Конституци çинчен пĕлнине анлăлатас тата çирĕплетсе хăварас тĕллевпе Йăнтăрчăри вăтам шкулăн 6-мĕш класĕнче вăйă ирттернĕ. Вăл ачасене çак пĕтĕмлетĕве тума май панă: Раççей гражданинне – çитĕннĕ çын эсĕ е çул çитмен çамрăк – тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те Тĕп Законпа килĕшÿллĕн патшалăх, унăн ертÿçи Президент хÿтĕлет.
В.ФЕДОРОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"