Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте купăсĕ

29 ноября 2013 г.

Атте купăсĕ Вăхăт кустăрми хăвăрт кусать. Сисмесĕрех иртсе каять тин пуçланнă кун. Акă каç та пулчĕ. Ĕнтрĕк ансан анне пÿрте кĕретчĕ те: “Каллех кун иртрĕ”, – тетчĕ. Çакă мĕн шухăшланине туса пĕтерейменнине пĕлтеретчĕ. Асанне вара ассăн сывласа лăпкăн кăна хушса хуратчĕ: “Кун иртмест, ĕмĕр иртет”. Асанне сăмахĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕ. Георгий Ирхи поэт сăмахĕсем те чĕререх. Урай варрине тухатчĕ те аллисене малалла тăсса сăвăласа калатчĕ: “Иртсе кайрĕ пурте, ал тăсса çитми. Ачалăхăм, ачалăх тек каялла килес çук”. Çапла, ачалăх никамăн та каялла килмест, çамрăклăх та, иртнĕ кун та таврăнмасть каялла. Вăхăт кустăрми, эх, кусать те кусать малалла.

Мĕншĕн калатăп-ха çак сăмахсене? Кăçал аттепе анне çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Нумай пурăнаймарĕç вĕсем. Атте, Ахтимиров Николай Ахтимирович, 27 çултах Мускав çывăхĕнчи çапăçура пуç хучĕ. Анне, Ахтимирова София Тимофеевна, 67 çулта йывăр чире пула çĕре кĕчĕ.

Пурте, пурте асăмра. Аттене ас тумастпăр. Вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Эпĕ ун чухне çулталăк та вун пĕр уйăхра пулнă. Хама ас тума пуçлани çапла. Асатте ăсталанă йывăç кравать çинче ирхине ирех куçа уçса ятăм. Урайне антăм. Куç тĕлне стена çумĕнче çакăнса тăракан сĕрме купăс пулчĕ. Тăватă сĕрме купăс. Пĕри тепринчен хитререх. Тытса пăхма тăтăм – пĕвĕм çитмерĕ. Вара çÿлĕк çине тинкертĕм. Çавăн тăрăх хăпарса сĕрме купăса тытса пăхма. Вăл сĕрме купăс пулнине пĕлмен-ха эпĕ, кайран асанне ăнлантарчĕ. Асаттепе асаннен пилĕк ывăл та пилĕк хĕр пулнă. Çав сĕрме купăссене ывăлĕсем ăсталанă иккен. Вĕсем кĕслеçĕсем те шутланнă. Ялта пĕр туй та асаттепе асаннесĕр иртмен. Асатте шăпăр каланă, асанне юрланă, ташланă. Ял çыннисем аса илетчĕç. Халĕ вара, эпĕ пÿртре пĕчченскер, çÿлĕк тăрăх хăпараймарăм, пукан çине тăтăм. Татах темĕскер асăрхарăм: хĕрлĕ тĕслĕ тăваткал япала. Ку патефон-мĕн. Пластинкисене “тупа” теттĕмĕр. Вĕсене çĕклесе пăхма вăйăм çитмерĕ. Пĕр ещĕк вĕт! 70 пластинкăна пĕр курупкăна хунă та. Эх, хĕр пĕрчи, йăтнă пулсан, пĕтĕмпех ватса пĕтереттĕм ĕнтĕ.

Чи аялти çÿлĕк çинче – хура-хăмăр япала... Алла илтĕм. Нăрт-нарт! турĕ хайхи. Шăп çак вăхăтра пÿрте асанне кĕчĕ. Тĕлĕнсе кайрĕ, ятламарĕ. Лăпкăн кăна каларĕ: “Мăнукăм, купăс ку. Хĕрарăм нихăçан та купăс каламасть. Телей каять. Арçын купăс калать, хĕрарăм юрлать, ташлать”. Çапла паллашрăм эпĕ купăспа ача чухне. Халăх йăли-йĕркипе. Купăсĕ вара аттен пулнă.

Сăнама тытăнтăм. Асанне купăса тирпейлĕ упрать, тусанран тасатсах тăрать. Хĕлле пÿртрех тытать. Сивĕре купăс тарлать, сасси улшăнать-мĕн. Купăс хăй хуçине кĕтет. Хуçи вара, пирĕн атте, вăрçăран таврăнаймарĕ.

...1941 çул. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлет. “Парти наборĕ” тенĕ ун чухне. Коммунистсене çав çул çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăрçа илсе кайнă. Республикăран – 500 коммунист. Çав шутра – атте те. Ун чухне вăл ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. Кÿршĕри Георгий Михайлович çапла каласа кăтартнăччĕ: “Пирĕн анне ун чухне колхоз правленийĕнче ĕçлетчĕ. Сирĕн аçун повестка килнĕ. Çав кун, Тушкил енче, çил арманĕ çывăхĕнчи уйра, ялти çынсем тырă выратчĕç. Хĕрарăмĕ те, арçынĕ те. Эпĕ хăра-хăра Николай Ахтимирович патне чупса çитрĕм. Пире вĕрентет-çке. Акă халĕ ăна вăрçа каймалли повесткăна тыттармалла”.

Мĕн тăвас тетĕн? Çĕр-шыв чĕнет. Каймаллах. Атте юлашки каç тăван пиччĕшĕ Куçма тете патĕнче ташлаттарчĕ, тет. Хăй текех каялла таврăнаймасса сиссех. Вĕсене Свердловск хулине вĕренме янă. Ултă уйăх вырăнне ултă эрне кăна вĕрентнĕ. Тăшман Мускав çывăхнех çитнĕ. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕсем, вăрçа ăсанакан коммунистсем, Канаш витĕр иртсе кайнă. Аннене Канаша тухма телеграмма панă-ха атте. Анне апат-çимĕç йăтса, 30 çухрăм çуран утса Канаша çитнĕ. Анчах... тĕл пулайман. Атте эшелонĕ “Канаш II” станцире чарăннă, анне “Канаш I”-ре кĕтнĕ.

Çулсем иртсе, вăрçăран чиперех таврăннă Георгий Лукич Лукин подполковникпа калаçаттăм. Вăл – Канаш районĕнчен. Йывăрпа аса илетчĕ. “Пуйăс Канашран хашлатса тухрĕ. Сирĕн аçу купăс калать, эпир юрлатпăр:

Пуйăс каять малалла,

Сĕрĕмĕ юлать хыçала.

Эпир каятпăр малалла.

Тăвансем юлаç каялла...

В.Л.Кузьмин “Вспоминают политбойцы” кĕнеке кăларчĕ. Çак кĕнекене çырнă чухне авторĕпе нумай калаçнă эпĕ. Вăл та политбоец пулнă. Эпир ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентеттĕмĕр. Иккĕмĕш кĕнекине кăларма та хатĕрленетчĕ вăл. Пурнăçлаймарĕ тĕллевне, пурнăçран уйрăлса кайрĕ Мускава хÿтĕленĕ салтак.

Кайран, Мускавран аспирантурăран вĕренсе тухсан, атте çапăçнă уй-хире çитсе куртăм. Гудериан танкĕсене хирĕç тăнă аттепе юлташĕсем. Пĕртен пĕр çыру çырса янă хаклă çыннăм. “Килтен тухнăранпа пÿрте кĕрсе курман. Кашни кун аслатиллĕ çумăр çăвать. Ураран амантрĕç. Çапăçуран тухмастăп. Взводран пĕчченех юлтăм. Пĕр тăван Черновсем, Вăрмар районĕнчи Шăхаль шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ юлташсем, çапăçуран чĕррĕн тухаймарĕç. Ачасене вĕрент. Лайăх пурăнăр...”. Анне çак çырăва пире, шкула кайманскерсене, пăхмасăр каласа паратчĕ. Йывăр çапăçусем пынă Волоколамск çулĕ çинче. Пирĕн атте вара Мускав çывăхĕнчи Денисихи ялĕнче 1942 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче пуç хунă.

Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Халăх тÿсĕмлĕ пулнă çав. Савăнма та пĕлнĕ. Уявсенче купăс каласа ташлатчĕç. “Хĕрарăм нихăçан та пуçласа юрламасть, ташламасть. Çавăн пек йĕрке”, – тетчĕ асанне. Арçын юрра тăсать, арçын ташша пуçлать. Çав йĕркесене çирĕп тытса пынă ватăсем.

Пурнăç хăй йĕркипе шăвать. Вăрçă хыççăн туйсем кĕрлеме тытăнчĕç. Атте купăсĕ туйран туя çÿрет, çынсене савăнăç кÿрет. Ялта купăсçă нумайччĕ. Аннене пĕр çул вун пĕр туя илсе кайрĕç. “Ывăнтăм”, – тетчĕ, анчах тăвансене кÿрентерес темен. Асаннепе анне питĕ кĕтрĕç атте вăрçăран таврăнасса, каллех купăс каласса. Аттен çулĕ каялла выртмарĕ. Пĕррехинче пĕр çамрăк вăйăç атте купăсне çав тери тилмĕрсе ыйтрĕ. Чи хаклă пурлăх пек упраса пурăннă купăса хамăр ял çыннинех сутрĕ анне. Сутрĕ тени тĕрĕсех те мар, парнелерĕ ăна. Пурнăç йывăр пирки укçи те пулман çамрăкăн. Анне ассăн сывларĕ те: “Савăнăр, чĕррисен пурăнас пулать”, – терĕ. Купăспа сыв пуллашнă чухне аннен чунĕ çав тери ыратрĕ ĕнтĕ. Володя пиччене каярахпа купăс илсе пачĕ-пачех анне.

Атте хушса хăварнисене пурнăçласа, анне пĕчченех виçĕ ачине те вĕрентсе кăларчĕ. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайиччен пĕр эрне маларах: “Паян тесен паян Микулана йышăнатăп”, – терĕ. Юрласах вилчĕ. Купăс сасси вара паян кун та пирĕн хăлхарах янăрать. Пире пурăнма чĕнет.

Роза ПЕТРОВА–АХТИМИРОВА. Тенеялĕ – Тăвай – Шупашкар.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика