Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн хушăри хастар хĕрарăмсем

01 января 2013 г.

Тенеялĕнче ăш пиллĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри Надежда Анисимова. Тĕрĕссипе Надежда Константиновна Етĕрне районĕнчен, Тенеяльне Виталий Анисимова качча килнĕ. Туслă мăшăр ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Алексей – инженер-программист. Ирина врач пулма хатĕрленет, интернатурăра шутланать.
Надежда Константиновна ялти чи хастар хĕрарăмсенчен пĕри, инвалидсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи, хĕрарăмсен канашĕн активистки. Специальноçĕпе ветеринари фельдшерĕ вăл, пурнăçра вара темпе те кăсăкланать, радио–телекăларăмсем йĕркелекен конкурссене тăтăш хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ те пулать. Çакна валли унăн тавракурăмĕ те çителĕклĕ. Чăваш наци радиовĕ – унăн пĕрремĕш тусĕ. Ĕне сума тухсан та пĕчĕк приемнике пĕрле илет вăл. Радиона тăтăш юрă саламĕсем ярать, тăванĕсене, пĕлĕшĕсене, ял çыннисене çуралнă кунпа саламласа савăнăç кÿрет.
Марина Карягина ертсе пыракан “Ирхи тĕпел” телепередачăна питĕ кăмăллать. Конкурсра çĕнтернĕшĕн ăна “Ача-пăча сасси. Чăваш ача-пăча юррисем” кĕнеке те парнелерĕç-ха. Кĕнекене Тенеялĕнчи И.Анисимова, Т. Ананьева, Т.Сергеева, А.Андреева, К.Ахтямова 1998 çулта “Çумăр çăвать тÿреме” юрра юрланине те кĕртнĕ.
–Уçукка инкен сасси çемçе те уçăччĕ. Итлесе тăранма çукчĕ, – аса илет Надежда Константиновна. –Унăн ывăлĕ те илемлĕ саслă, чиркÿре юрлать.
Олег Прокопьев ертсе пыракан “Çичĕ юрă” передачăна хутшăнса 3 тĕрлĕ юрă кассетине тата Валерий Клементьев концертне кайса курма 2 билет çĕнсе илчĕ. Фольклорпа, писательсен, артистсен, композиторсен пултарулăхĕпе кăсăкланать. Тулли пурнăçпа пурăнать маттур хĕрарăм. Пĕлменнине тĕрлĕ çăлкуçсенче шырать. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратать. Унпа калаçма та интереслĕ. Вăл çынна кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Ырă юлташăма Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çемьере тату пурнăç, телейпе ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика