Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ячĕ – ĕмĕрлĕхе

27 сентября 2013 г.

Ырă ячĕ – ĕмĕрлĕхе

Вăтăр ултă çул пĕр улшăнмасăр хамăр районти “Новый путь” колхоза ертсе пынă Демьян Александрович Александров çинчен вăтам тата аслă ÿсĕмри çынсене каласа пама та кирлĕ мар. Ăна таврара пĕлмен, ун çинчен илтмен çын пулман. Вăл АПК аталанăвĕн историне, ял-йыш асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă легенда-председатель. Унашкаллисем республикăра пĕрре-иккĕ пулнă-и? Çавăнпа та, Агропромышленность ветеранĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн председателĕ Михаил Яковлевич Яковлев Тенеяльне Демьян Александрович вил тăпри умне çитсе килме ыйтсан, хаваспах килĕшрĕм. Пирĕнпе пĕрле çула район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Васильевич Чайкин, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Эльза Ивановна Николаева тухрĕç, яла çитсен ушкăна Демьян Александровичăн ывăлĕ Юрий Демьянович хушăнчĕ.

Д.А.Александров ертсе пынă çулсенче “Новый путь” колхоз районти хуçалăхсемшĕн маяк вырăнĕнче пулнă, унран тĕслĕх илнĕ. Сĕт сăвассипе-и е аш-какай туса илессипе, тыр-пул, пахча-çимĕç çитĕнтерессипе – тенеяльсем ыттисене çул кăтартса пынă. Вуншар та вуншар хастар ĕçчене çитĕнтернĕ хуçалăх ертÿçи, шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçлама вĕрентнĕ, хавхалантарнă. Хăйĕн пысăк тавра курăмĕпе, сăпайлăхĕпе, çынна ăнланма пĕлнипе, пысăк культурипе, такчĕпе, пурнăçри тыткаларăшĕпе ыттисем çине ырă витĕм кÿнĕ. Вăл ял хуçалăхĕнче кăна мар, кулленхи пурнăçĕпе те чаплă вĕрентекен пулнă. Ял çынни хăйĕн ертÿçине шаннă, мĕншĕн тесен вăл панă сăмаха яланах тытнă.

Демьян Александрович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă, аманнă, икĕ хутчен “Хăюлăхшăн”, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Берлина илнĕшĕн” медальсене, I степеньлĕ Отечествăлла вăрçă орденне тивĕçнĕ. Çар наградисем çумне мирлĕ вăхăтра вăй хунăшăн “Хисеп Палли”, “Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав”, Октябрьти революци орденĕсем хушăннă. Производствăри кăтартусемшĕн ăна “РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă.

Вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, район Совечĕн, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, пропагандист пулнă. Вăл тăрăшнипе ялта пуçламăш шкул, культура тата магазин çурчĕсем çĕкленнĕ. “Пирĕн Александров”,– тетчĕç ăна тенеяльсем хисеплесе. Вăл çĕре кĕнĕренпе çулсем иртрĕç пулин те, унăн çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче. Халĕ те вил тăприйĕ умĕнче нумай-нумай ырă сăмах илтме пулчĕ, палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Агропромышленность ветеранĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн паха пуçарăвне – хăй вăхăтĕнче çак комплексра вăй хунă çынсене манăçа кăларманнине, вĕсемпе тĕл пулнине, çуралнă кунĕсемпе саламланине, вил тăприйĕсем çине чечексем хунине ырламалла. Тимлĕ пулни ватăсене савăнăç кÿрет, çамрăк ăрушăн ырă воспитани пулса тăрать.

И.СОЛОВЬЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Демьян Александрович Александровăн çутă сăнарне асра тытса палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хуни.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика