23 июля 2013 г.
Ĕç кал-кал пыни камăн кăмăлне каймĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи Андрей Николаевич Моряков та кăмăллă унпа. Вăл, пĕрле ĕçлекенсем каланă тăрăх, уйран татăлмасть. Унта вара шăмат кунтанпа вырма хĕрсе пырать. Тĕрĕсрех каласан, Улянкă ялĕ çумĕнчи çитмĕл гектар çинчи кĕрхи тулла вырса çапнă.
Эпĕ вырсарни кун кăнтăрла иртсен комбайн юлашки каçалăксене çапса тĕшĕленĕ вăхăтра çитрĕм тырă пуссине. Тырри – ылтăн пек, тип-типĕ те сап-сарă, таса. “Тухăçĕ те кăçалхи çулшăн лайăх: гектар пуçне 20 центнер ытла тухать”, – тăррине каласа çитермерĕ Андрей Николаевич.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, элита вăрлăх акса хăварнă кĕркунне ку уя, пĕрлех хутăш удобрени панă. Кăçал çум курăкран хÿтĕлесе гербицид сапнă. Халĕ кăтартăвĕ куç умĕнче, ик куç тулли. Тикĕс ана çинче “Палессе” комбайн юлашки çаврăмсем тăвать. Штурвал умĕнче – Алексей Игнатьевич Иванов. Тушкилсем хăй. “1978 çултанпа, çар хĕсметĕнчен таврăннăранпа, техникăпа ĕçлетĕп. Чи пирваях МТЗ–50 кустăрмаллă трактор çине ларнă. Ун чухне “Шимкусский” совхоз директорĕ пулнă Николай Варфоломеевич Моряков шаннăччĕ мана унпа ĕçлеме”, – аса илет Алексей Игнатьевич. Вăл та тырă лайăх кĕнĕшĕн савăнать. “Каç вун пĕр çурăччен вырса çапрăмăр. Пурте ăнса пынă чухне ĕçлес те ĕçлес килет, ывăннине те туймастăн”, – тет.
Тепĕр комбайнерĕ, ăна штурвал умĕнче улăштараканни, Владимир Борисов иккен. Çĕнĕ тырра йĕтеме Виталий Павлов водитель турттарса тăрать. Инçе мар та хушши, пĕр машинăпах ĕлкĕрет. Тăватă тоннăран кая мар илет. “Палессе” комбайн бункертан шăпах çавăн чухлĕ пушатать.
Хресчен фермер хуçалăхĕн ку вырмара пĕтĕмпе 810 гектар çинчи тыр-пула пухса илмелле. Çак шутран 150 гектарне кĕрхи тулă йышăнать. Манăн куç умĕнчех Улянкă патĕнчи пусса вĕçлесе Йăнтăрчă вăрманĕ енчи уйра пуçларĕç тырă çапма. Унта та тырă лайăххине каланăччĕ мана нумаях пулмасть йăнтăрчăсем. Халĕ акă вăл куç умĕнче.
Уйран тырă кĕнĕ май йĕтемре те ĕç пуçланнă. Валентина Иванова, Виталий Сорокин тата ыттисем ĕçлеççĕ сортировкăпа. Типĕ те таса тырра ĕçлесе хатĕрлеме те çăмăлрах. Халь çапнине вăрлăхлăх хураççĕ. Сорчĕ – Московская 35.
Комбайн кĕрхи тырă улăмне ана çинех вĕтетсе сапаласа хăварать. Вăл удобрени пулĕ. Икĕ Т–150 трактор хатĕрлеççĕ çĕр сухалама. Августра ирхи çĕртме сухи тума тытăнĕç. Иртнĕ çулхи пекех, кĕркунне пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварасшăн.
Кĕр тыррисене çитес çулхи тухăç валли хура пусăсене акса хăварĕç. Кунта çĕре кантараççĕ, çу каçа хуратса кăпкалатса тăраççĕ. ХФХ ĕçченĕсем Йăнтăрчăпа Тушкил уйĕсенче пурĕ икçĕр гектар акса хăварĕç кĕр тыррисене. Акас умĕн хура пусăсене тепрер хутчен культиваци туса кăпкалатмалла кăна.
Кĕрхи тырăсене çапса илнĕ хыççăн тăхтамасăрах çуртрисен уйне куçĕ вырма–2013. Урпа ĕлкĕрнĕ хăш-пĕр уйра. Сĕлĕ те черетре, вăл пурĕ 10 гектар. Урпапа сĕлĕ улăмĕсене пухса рулонлама палăртнă. Вĕсем – витекен тавар, выльăх хапăл тăвакан апат.
–Çанталăк чăрмантармасан, тырă пухса кĕртессине нумаях ямăпăр. Пурте питĕ тăрăшуллă, – вырмаçăсен ĕçĕпе кăмăллă ХФХ ертÿçи Андрей Моряков. Ытлари кун тĕлне çĕр гектар ытла çапнă ĕнтĕ. Вăлах тыр-пул пухса кĕртекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитернине те каларĕ. Апачĕпе яланхи пекех амăшĕ тивĕçтерет. Ывăлĕсем те хĕрÿ ĕçрен айккинче тăмаççĕ. Ашшĕ, Николай Варфоломеевич, уя тухса унти ĕçпе кăсăкланни çинчен те илтрĕм ĕçлекенсенчен. Вырмара тимсĕр пулма çук ĕнтĕ.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: комбайн кĕрхи тулă çапать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"