16 августа 2013 г.
Çу хĕлшĕн ĕçлет. Кĕркунне енне кайсан та ĕç чакмасть: уйри пурлăха типтерлемелле, çитес çул валли никĕс хывмалла.
“Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕн те акнă лаптăксем çĕршер гектар. Анчах вĕсенчен мĕн пурри те кĕрхи ыраш кăна начарах мар çитĕннĕ: ăна пĕлтĕр 27 гектар акса хăварнă пулсан, кашни гектарĕ 15-шер центнер тухăç панă кăçал. 80 центнер вăрлăх хывнă унран. Çурхи тулă вара вуçех акайман хуçалăх – вăрлăх пулман. 117 гектар урпа, 212 гектар сĕлĕ йышăннă хуçалăх уйĕсенче. Вĕсене те çиелтен кăпкалатса хатĕрленĕ анасем çине кăна акса хăварма тивнĕ тата удобренисĕр. Сĕлле çапса илмелли çук, ăна списать тунă, июлĕн 28-мĕшĕнче пăр та çапнă, терĕç. Урпа та сахал кĕрет. Хальхи вăхăтра ăна Михаил Моисеевпа Виктор Ильин комбайнерсем çапса илеççĕ. Кун каçа икĕ-виçĕ бункер пухăнать, терĕç йĕтемре ĕçлекенсем. Вĕсем, Светлана Григорьева, Светлана Ильина, Валентина Ильина, Лариса Зарубина, хастар-ха, ĕçлесшĕн. Тырра, уйран кĕнĕ-пĕрне, çийĕнчех сортлаççĕ. Тракторпа вĕсене яланхи пекех Александр Егоров турттарса пулăшать. Вăрлăха Петкуспа тасатаççĕ, ыттине тепĕр сортировкăпа. Ÿкерсе илем-ха тесен те турткаланса тăмарĕç, вĕсемпе пĕрле тырра виçсе шута иекен Светлана Гурьева та ларчĕ объектив умне. Çак тырă сортлакан маттурсемех икĕ траншея сенажа – пурĕ 450 тонна – кĕске хушăра тултарса хупланă. Массине Евгений Ермолаевпа Радислав Михайлов механизаторсем турттарнă. Сенажлăх курăка “Акконд-агро фирма” общество çулса панă. Тÿлевсĕр мар та – мĕн тăвăн. Хальлĕхе утă сахал. Тен, люцернăна иккĕмĕш хут çулса пухма май килĕ. Çине тăмаллах ĕнтĕ. Унсăрăн хушăнмĕ. Тулă, ытти культурăсен вăрлăхĕ тупас пирки те халех пуç ватма тивет. Тен, кĕрхи культурăсене те халичченхинчен ытларах акса хăварма май килĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра шанчăклăрах шутланаççĕ. Фуражлăх тырă та кирлĕ. Ыраш улăмĕсĕр пуçне, ытти улăм çукпа пĕрех.
Телее, 49 пуç ĕне упранса юлнă фермăра. Пушмаксем – кĕтÿ шанчăкĕ – 19 пуç пур тата пĕчĕк тынасем. Ĕнесем сĕт ÿстернĕ кăçал, халĕ те начарах мар параççĕ. Продукцирен укçа кĕрет. Халĕ люцернăллă-тĕрлĕ курăклă уйра кĕтеççĕ выльăхсене. Улăхра та çитернĕ маларах. Налуксемпе, ытти хăш-пĕр тÿлевсемпе ку таранччен татăлса пыма тăрăшнине каларĕç. “Лашасем, ыттине сутса ĕç укçи те парса пынă-ха”,– терĕ кооператив ертÿçи Владислав Ананьев.
Хуçалăх паркĕнчех чылайранпа утарçăра тăрăшнă Александр Петров хурт-хăмăр ăстине тĕл пултăмăр. “Ĕççи вăхăтĕнче килте ларас килмест”,– терĕ вăл та. Ăна, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ пулнă май, Пыл спасĕпе саламларăмăр.
Хуçалăха çăмăл мар. Çапах та, ĕçлекенсен шухăшĕпе, пуç усма та кирлĕ мар. Усă пама, пайта кÿме пултаракан майсем шырамалла, çĕр ĕçĕн эффективлăхне, выльăхсен йышĕпе продуктивлăхне, çынсен яваплăхне ÿстерсе пымалла, вырăнти резервсемпе май килнĕ таран туллинрех усă курмалла, терĕç манпа калаçакансем.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: йĕтемре тырă сортлакансем; А.Петров хурт-хăмăр ăсти.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"