Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив манманни чуна ăшăтать

14 мая 2013 г.

Майăн 9-мĕшĕ – пысăк уяв. Çав кун, 68 çул каялла, фашистла Германие парăнтарнă, Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунă. Эпир, ун чухнехи вăрçă ачисем, халĕ ватă çынсем ĕнтĕ. Апла пулин те, пире хальхи çамрăксем манмаççĕ, хисеплеççĕ.

Эпĕ хăй вăхăтĕнче перекет банкĕнче аслă бухгалтерта ĕçлесе çавăнтанах пенсие тухнă. Пĕрле ĕçленĕ коллектива мана манса кайманшăн çав тери хисеплетĕп. Эпĕ пурăнакан яла Улянкăна пырса мана пысăк чыс туса парне панăшăн перекет банкĕн хушма офисĕн ертÿçине А.П.Краснова тата унта ĕçлекен пĕтĕм коллектива чун-чĕререн тав тăватăп, хăйсене те Çĕнтерÿ кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ яланах ăнса пытăр.

Е.АЛЕКСЕЕВА, вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Улянкă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика