19 октября 2012 г.
Кашни кун эпир сиен кÿрекен наркăмăшлă япаласемпе усă куратпăр. Хамăрăн чи хаклă пуянлăх – сывлăх пирки манса пыратпăр. Тĕрĕс тăватпăр-ши эпир? Кирлĕ-ши пире сывлăх?
“Çыннăн сывлăхне упрамалла е çук?“ – çак ыйту çине тĕрлĕрен хуравлама пулать. Эпĕ шутланă тăрăх, нумайăшĕ: “Упрамалла!” – тесе хуравлĕ. Пирĕн пурнăç мĕнле пулни сывлăхран килет-çке... Халь сывлăха пĕтерекен наркăмăшсем питĕ нумай. Чи хаярри вĕсем хушшинче, манăн шутпа, эрех. Çак наркăмăш авалтан çынсен сывлăхне пĕтернĕ. Паянхи кун та этем эрехпе хăйĕнне кăна мар, çемье пурнăçне аркатать. Хамăр ялта эпĕ кашни кунах эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ арçын-хĕрарăма куратăп. Вĕсем юлашки укçине пуçтарса эрех тупаççĕ. Сивĕ-и е ăшă-и тулта – урамсенче, карта е хапха çумĕсенче ÿсĕр çын выртнине курма пулать. Çакă-и вăл “этем” тени? Хăйсем пирки шухăшламаççĕ, ачисем çинчен те манса каяççĕ. Ашшĕпе амăшĕ эрех ĕçнишĕн кулянакан ачасене питĕ хĕрхенетĕп. Вĕсем çине пăхсан, вĕсемпе калаçсан, чун ыратать!
Манăн аттепе анне маншăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Атте нихăçан та çăвара пирус хыпман, эрехпе те туслă мар. Пире те, виçĕ тĕпренчĕкне, ырра кăна вĕрентеççĕ. Начар-и вăл çемье çирĕп пулни, ачасем савăнни, аттепе анне юратни? Паллах, çук. Тепĕр чухне хĕрсем сăра е эрех ĕçнине те курма тÿр килет. Вĕсем çине пăхсан вара, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. “Эпĕ еплерех пулăп-ши?“ – тесе шухăша каятăп. Çук, çук. Эпĕ хамăн пурнăçа эрех черккипе улăштармастăпах. Сывă пурнăç йĕрки манăн кăмăла каять. Пурте пĕрле тăрăшсан, пурнăç илемлĕрех тата телейлĕрех пуласса шанатăп эпĕ. Хальхи вăхăтра эрехпе кĕрешекен организацисем, кружоксем, калаçусем йĕркелеççĕ. Шкулта та кун пирки учительсем калаçусем ирттереççĕ, анкета çыртараççĕ, диспутсем, тренингсем пулаççĕ. Ачасене эрех, пирус, наркотик сиенĕ пирки ашшĕ-амăшĕн пĕлтермелле, вĕсен ырă тĕслĕх кăтартмалла. Мĕншĕн-ха ĕçкĕçĕ пурнăçне эрехшĕн пама хатĕр? Пурнăçĕ йывăр пулнăран-и? Е чĕрине хуйхă пуснипе? Ман шутпа, темле йывăр лару-тăруран та тухма пулать. Темĕнле шăтăкра та, хĕвел пайăрки курăнсан, лайăх пурнăçшăн, сывлăхшăн, телейшĕн кĕрешме май пур... Мĕншĕн ăнланса илеймеççĕ-ха çакна çынсем? Сывлăхлă çын темĕн тума та пултарать, темĕнле усала та çĕнтерет. Эрех вара çынна майĕпен пĕтерсе пырать. Кирлĕ-ши пире симĕс çĕлен? Кун пирки пурин те шухăшламалла.
Туссем, тархасшăн, шухăшлăр алла черкке тытиччен çакăн пирки: черкки пĕчĕк те – инкекĕ пысăк пулать кайран. Аттесемпе аннесем, шухăшлăр пĕчĕк чунсем çинчен, шухăшлăр – эрех ĕçсе япăх тĕслĕх паратăр эсир çĕнĕ тĕнче тăвакан, пысăк пурнăçа кĕрекен ачăрсене. Çамрăксем, упрăр хăвăр сывлăха, çирĕплетĕр. Сире таса пурнăç пуçласа панă каччăсемпе хĕрсем, эсир вара ăна ан варалăр, мĕншĕн тесессĕн эсир – илемлĕ те таса пурнăç калчисем, чиперлĕхе пуçласа яраканĕсем. Çакна пĕлсе, пысăк çынсем тĕрĕс мар тунине курса, вĕсем пек ан хăтланăр. Эрехрен пăрăнса тата сывлăха пĕтерекен ытти сиенлĕ япаласенчен сыхланса пурăнма тăрăшăр. Сывлăх пулсан телей, лайăх пурнăç та çумрах – укçи те, çирĕп çемье те пулĕ. Сывлăха пĕчĕкренех упрама вĕренмелле, ачаллах малашнехи пурнăç çинчен шухăшламалла. Эрех ĕçмесен инкекĕ те сахалрах пулĕ.