Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенеялĕнче – Пăлхар хăнисем

06 июля 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тенеяльне пысăк хăнасем килсе кайрĕç. Ялти тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркипе паллашма Пăлхар çĕр-шывĕнчи София хулинчи паллă ăсчахсем кăмăл тунă: Ружа Нейкова профессор, Болгари наука академийĕн этнографĕсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вĕсемпе пĕрле ЧПУ профессорĕ, истори наукисен докторĕ Геннадий Ильич Тафаев, Атăлçи Пăлхар обществăлла фондăн учредителĕ Юрий Витальевич Дадюков, фондăн яваплă секретарĕ Анатолий Павлов пулчĕç.
Ялти клуб умĕнче хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă çамрăксем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, чăваш сăрипе сăйларĕç. Ял-йыш та нумай пуçтарăннă. Пăлхар хăнисем хăйсемпе тата вĕсем мĕнле тĕллевпе килнипе паллаштарчĕç. Г.И.Тафаев профессор Атăлçи пăлхар чăвашĕсем çинчен питĕ инстереслĕ те ăнланмалла каласа пачĕ. Ружа Нейкова профессор пăлхар халăхĕпе чăваш халăхĕ хушшинчи пĕрпеклĕхсене палăртрĕ, йăла-йĕркесен, кĕпе-тумтир çинчи эрешсен, пуçа тăхăнмалли тухьян, хушпун пĕрпеклĕхĕ çинчен ăнлантарчĕ. Хăнасем Тенеялĕнчи чăвашсен авалхи юрри-ташшипе интересленчĕç, уявсене мĕнле ирттерни пирки ыйтса пĕлчĕç. Ялти ватăсемпе пĕрле культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх членĕсем ĕлĕкхи юрăсене юрласа, ташăсене кăтартса пачĕç. Уйрăмах Клавдия Ахтямова, Таисия Нестерова, Фекла Андреева, Анастасия Иванова, Перасковья Афонова, Елизавета Васильева тата ыттисем те питĕ хастар хутшăнчĕç. Хăнасем чăваш масарĕ пирки ыйтса пĕлчĕç, авалхи чÿк вырăнĕсемпе интересленчĕç, анчах шел, çав вырăнсен паллисем хальхи вăхăтра сыхланса юлман. Апла пулин те ялти ватăсем авалхи чÿк вырăнĕсем хăш вырăнта пулнине, мĕнле чÿк тунине каласа ăнлантарчĕç.
Ялти масар çине çитсе килчĕç хăнасем, тĕне кĕмен чăвашсен вил тăприйĕсемпе паллашрĕç. Авалхи чăвашсен вил тăприйĕ çинчи чул юпана курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, вĕсен те çавăн пек чул юпасем пуррине каларĕç, пĕрпеклĕхсем тупрĕç, ÿкерсе илчĕç.
Ялти библиотекарь Ю.Н. Егорова клубра фойере “Тăван халăхăн ылтăн çÿпçи” ятлă выставка йĕркеленĕ. Çак выставкăн содержанийĕ пăлхарсемпе чăвашсен историйĕпе çыхăннă. Тафаев профессор выставкăпа питĕ кăмăллă юлчĕ, уйрăмах хăй кăларнă “Пăлхар” ятлă кĕнеке библиотекăра пулнăшăн питĕ савăнчĕ. Хăй çĕнĕрен кăларнă “Цивилизационный путь развития чувашского народа” кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Ю.В.Дадюков (Татюк Юрки) Юхма Мишшипе пĕрле кăларнă “Некей – паттăр ялавĕ” кĕнеке парнелерĕ. Пăлхар хăнисене хамăр чăваш апачĕсене пĕçерсе çитерме тăрăшрăмăр. Кăвайт çинче пĕçернĕ какай шÿрпи, картлă курăкпа вĕретнĕ чей, кăпăклă сăра, чăваш пылĕ вĕсене питĕ килĕшрĕ. Светлана Гурьева вĕретнĕ чăваш сăри пурин кăмăлне те кайрĕ. Ялти активистка Валентина Павлова питĕ нумай пулăшрĕ хăнасене тараватлăн кĕтсе илсе ăсатса ямашкăн. Тĕл пулăва Тăвай район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Павловна Орлова та килчĕ. Вăл туслăх уявне ирттерме спонсорла пулăшу пачĕ. “Новый путь” хуçалăх ертÿçи Л.И.Григорьев та укçа-тенкĕпе пулăшрĕ.
Тĕл пулăва хутшăннă ял халăхне пурне те питĕ пысăк тав сăмахĕсем калас килет Пăлхар çĕр-шывĕн хăнисене çапла кăмăллă кĕтсе илсе ăсатнăшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика