Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх уйĕнче

13 сентября 2011 г.

Çумăрсем тыр-пул пухса кĕртессине чăрмантарчĕç, уйри ĕçсем вăхăтлăха чарăнса ларчĕç. Хуçалăхра çурхи тулă тата нумаях мар, урпа çапса илмелли юлнă. Хальлĕхе кашни гектар çирĕм центнер ытларах тухăç панă. Ку вăхăт тĕлне пурĕ 4400 центнер тырă кĕнĕ. Тыр-пула пĕтĕмпех пухса кĕртсен ку цифра тата ÿсĕнмелле ĕнтĕ. Тырра пирĕн “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче кăçал халичченхи пек виçĕ комбайнпа мар, иккĕпе пухса кĕртеççĕ. Пĕринпе Михаил Моисеевпа Виталий Ермолаев, тепринпе Владимирпа Евгений Ермолаевсем тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçĕ сезонлă пулсан та, çăмăл мар, çавăнпа нумай вăй хума тивет. Паллах, укçа-тенкĕ тăкакĕсем те пĕчĕк мар.

Уйран йĕтеме кĕрекен тырра вăхăтра тасатса хатĕрлеме тимленĕ. Ăна кĕлетсене вăрлăхлăх та, ытти тĕллевсемпе те типтерлесе хураççĕ. Йĕтемре машиноведпа ыттисем тăрăшаççĕ.

Йĕпе-сапана пула кĕрхи тĕш тырă культурисем акасси те юлса кайрĕ. Вĕсене валли çĕр кăпкалатма пуçланă çĕртен çумăрсем пуçланчĕç. Çавăнпа хальлĕхе акма тытăнайман-ха, çапах та шанатпăр. Кĕр тыррисене яланхи пекех Валерий Андреев агрегачĕ акĕ.

Çĕрпе çыхăннă ĕçсем хуçалăхра татах та çук мар. Вĕсене пурнăçлама та алă, вăй çитерме тăрăшĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика