09 сентября 2011 г.
Йăнтăрчăри вăтам шкул ачасен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн пыракан уйăхлăха активлă хутшăнчĕ. Авăн уйăхĕн улттăмĕшĕнче шăнкăрав хыççăн 124 вĕренекен класĕнчен тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле учительсем те пулчĕç. Кашни класăн хăйĕн маршрут, коридорта кĕпĕрленсе тăмарĕç вĕсем, тĕп тата икĕ запас алăксенчен хăвăрт тухрĕç. Çакнашкал вĕренÿсем çулталăкра икĕ хут иртеççĕ шкулсенче. Чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тыткаламаллине вĕренеççĕ çапла ачасем.
–Пушар тухас пулсан ачасене хăвăрт эвакуацилеме, вут-кăвара кĕске вăхăтра сÿнтерме, “хĕрлĕ автанпа” кĕрешмелли оборудованисемпе пĕлсе усă курма хăнăхаççĕ шкулсен коллективĕсем, – теççĕ Тăвайри пушар чаçĕнче ĕçлекен Н.Павловпа А.Фролов.
Вĕренÿ хыççăн Йăнтăрчăри вăтам шкул ачисем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе пĕр-пĕрне паллаштарчĕç. Ку пĕлĕве пурнăçра нихăçан та усă курмалла ан пултăр, терĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"