Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улянкăра концертпа пултăмăр

15 июля 2011 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнчи “Мерчен” фольклор ушкăнĕпе Тăвай районĕнчи Улянкăна çул тытрăмăр. Çак ялти Иустина Федоровнана тата унти ытти çынсене хисеплесе хамăрăн пултарулăха кăтартас тĕллевччĕ пирĕн. Утă вăхăчĕ пулин те, ялти клуба çын нумай пухăнчĕ.

Иустина Федоровна Андреева “Заря” колхозра кладовщица пулса ĕçленĕ. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, хисеплĕ çын пулнă. 79 çул тултарчĕ пулин те пит-куçран çамрăк курăнать, çаврăнăçуллă. Ĕлĕкхи пекех ларма-тăма пĕлмест, чĕлхи-çăварĕ чуна лăпкать. Мана хваттерте лайăх пăхса усрарĕ çамрăк чухне. Çавнашкал ырă çынна манаймарăм. Хам тухса çÿрейми пуличчен ăна савăнтарма шутларăм. “Мерчен” фольклор ушкăнĕнче пенсие тухичченех пулнă эпĕ те. Пĕр турткаланмасăр Улянкă ялне кайса концерт программипе паллаштарма килĕшрĕç вĕсем.

Пирĕн районти Кавалта аслă пĕлÿллĕ, республикăра та паллă, “ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята илнĕ В.Табаков пурăнать. Вăл та хутшăнчĕ хăйĕн мăшăрĕпе концерта. Владимир Михайлович çĕнĕ юррисемпе, сăввисемпе паллаштарчĕ. Ял халăхĕ питĕ савăнчĕ. Галина Андреевна та маттур, ăна пурте сума сăваççĕ, Аслă Чак ялĕнчи шкулта ачасене музыкăпа вĕрентет. Районти “Парне” тата Кивĕ Вăрмарти “Мерчен” ушкăнĕсенчи ĕçсене йĕркелесе пырать. Вăл улянкăсене баянпа выляса, юрласа савăнтарчĕ.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн ĕçченĕсем айккинче юлмарĕç. Иустина Федоровнапа, пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл турĕç.

Малтан, чăваш йăлине асра тытса, çăкăрпа тăвара тĕрĕллĕ шурă питшăлли çине хурса зала илсе тухрăмăр. Иустина Федоровнапа мăшăрĕ умне пуç тайса çăкăра пуçлама сĕнтĕмĕр. Курка тулли сăра та пулчĕ уявра. Залра ларакансем пурте астиврĕç пирĕн кучченеçе, тав турĕç. Ачасене пылак çимĕçпе хăналарăмăр.

Ун хыççăн сцена çине тухьяллă, чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсем тухрĕç. Концерт пуян содержаниллĕ пулчĕ. Кашни номер хыççăнах улянкăсем тăвăллăн алă çупрĕç. Анне çинчен ытларах юрлама сĕнчĕç ял çыннисем Кивĕ Вăрмарти фольклор ушкăнне çÿрекенсене.

Концерт пĕтсен те куракансем саланма васкамарĕç. Иустина Федоровна Вăрмар енчен килнисене хăй патне илсе кайрĕ, хăна турĕ. Клубра чухне хам хваттерте пурăннă кил хуçипе мăшăрне хисеплесе парне патăм, тав турăм ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн. Ырлăх-сывлăх, телейлĕ пурнăç сунатпăр пурне те. Хамăр пата та концертпа пыма кăмăл тусан, хапăл туса йышăнатпăр. Çапла кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансен туслăхĕ çирĕпленсе пырĕ. Туяллă инвалид пулсан та Улянкă ялĕнче пурăнакансене çавнашкал савăнтарма мехел çитернĕшĕн савăнатăп. Тăкаксене пĕтĕмпех хам çине илтĕм.

Тата тепĕр шухăша та пĕлтермесĕр иртес килмест. Улянкăра ĕçленĕ чухне манпа юлташлă пулнă Володя Яковлев 10 çул каялла вилнине пĕлтĕм нумаях пулмасть. Çав тери ырă кăмăллăччĕ, яланах пулăшма хатĕрччĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем паратчĕ тăтăшах. Ăна асра тытса сăвă çыртăм, кĕвĕлерĕм, юрласа патăм концертра. Куçĕсене шăлакансем те пулчĕç. Залра ларакансем хушшинче унăн инкĕшĕ пурри пирки пĕлтерчĕç. Эпĕ алă тытсах паллашрăм унпа, Володя пурăннă киле кайса куртăмăр пĕрле.

“Сăвап пултăр сана,

Турă çăлтăр сана,

Чуну пултăрччĕ сан

Çăтмахра.

Эп лартатăп çурта,

Манаймастăп сана.

Сăнару сан ялан

Ман умра”, –

сăввăн юлашки çак йĕркисем пуçа килчĕç çав самантра. Вăрăм вăл, хĕррисене хура тĕспе сăрланă таса хут çине çырса, рама ăшне чиксе илсе кайрăм асăннă уява ăна. Клубрах хăвартăм Володя Яковлева асăнса çырнă сăввăма. Ырă çынсене манма юраманни пирки систерес ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ çапла.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика