Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе”

11 февраля 2011 г.

Çак каларăша Тенеялĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕ Валентина Николаевна Павлова çинчен каланăнах туйăнать. Медицинăра ĕçлемех çуралнă вăл. Унăн ăшă сăмахĕ темле хаклă эмелрен те сиплĕрех пек туйăнать. Хăйĕн ĕçне чуна парса тăвать. Çемйинчен те тĕслĕх илмелли нумай. Çынсене ырă тăвакан мухтава тивĕçлех. Çав шухăшпа çитрĕм-ха редакцие. Ялти медицина ĕçченĕ, вĕсен çемйи çинчен çыртарас килет”,– терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Таисия Тимофеевна.
Т.Терентьева пĕлтĕрхи шăрăх кунсенчен пĕринче хăйне япăх туйма пуçланă: пуçĕ çаврăннă, урисем чĕтренĕ, хăстарнă, вăйĕ пĕтсе пынă. Аран кăна телефон патне упаленсе çитсе фельдшертан пулăшу ыйтма ĕлкĕрнĕ.
«Ялти васкавлă пулăшу хăвăртах çитрĕ. Юн пусăмне виçрĕ Валентина Николаевна. Укол турĕ. Чей ĕçтерчĕ. Вырăн çине выртма пулăшрĕ. Хăвăра лăпкă тытăр. Тухса çÿреме тăхтăр, тесе асăрхаттарчĕ. Кун хыççăн çине-çинех килчĕ фельдшерица, шăнкăравласах тăчĕ, мĕнле туйнипе интересленчĕ»,– иртнине аса илсе каласа пачĕ вăл.
Т.Терентьева хăй те ялта ятлă-сумлă çын, 35 çул ытла педагогика ĕçĕнче тăрăшнă. Хусан хулинче шкул-интернатра учитель-воспитательте, методистра ĕçленĕ, Йăнтăрчă шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литератури, нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Ялта хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, агитатор, фольклор ушкăнĕн хастар членĕ пулнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн “РСФСР çут ĕçĕн отличникĕ” паллăна, Тутар Республикин вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç министерствисен тата ытти Хисеп гармотисене, медальсене тивĕçнĕ. Самантпа усă курса çак харсăр хĕрарăм çинчен кĕскен каласа парас килчĕ вулакансене. Малалли сăмахăма вара Тенеялĕнчи хисеплĕ медицина ĕçченĕ, унăн çемйи çинчен тăсăпăр.
Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Н.Бурдасова та Тенеялĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕ пирки ăшă сăмахсем çеç каларĕ, хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынине пĕлтерчĕ.
“Медсестра профессине суйланăшăн, яла ĕçлеме килнĕшĕн нихăçан та ÿкĕнмен. Ачаранах ĕмĕтленнĕ çынсене сыватакан пулма”,– тет Валентина Николаевна. Зеленодольскри медучилище пĕтернĕ хыççăн Тенеяль пикине направленипе Хусанти ача-пăча больницине янă. Ĕçе тĕплĕ тăвакан, сăпайлă чăваш хĕрне ĕçтешĕсем килĕштернĕ. Çулталăк çурă тăрăшнă хыççăн хăй яла каяс ĕмĕтлине пĕлтерсен пĕрле ĕçлекенсем те, уйрăм заведующийĕ те хулана юлма ÿкĕтленĕ. Анчах Тенеялĕнче ăна тус каччи кĕтнĕ.
Сергей çемьере кĕçĕнни пулнă. Улттăмĕш класра чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă вăл. Ашшĕ 3 ачине пĕччен ура çине тăратнă. Иустим Павлович ĕмĕрне “Новый путь” колхозра трактористра, комбайнерта, механикра ĕçлесе ирттернĕ. “Техникăна унран лайăх пĕлекен пулман пулĕ”,–теççĕ халĕ те ялта. Çавăнпа тимĕр ăстипе канашлама, пулăшу ыйтма ытти çĕртен те килсе çÿренĕ. Ку ăсталăх ашшĕнчен ачисене те куçнă тăр. Галя хĕрĕ инженер-технолога вĕренсе тухнă. Минскра пурăнать, пысăк заводра ĕçлет. Тăвай район судйинче тăрăшакан Виталий Иустимович та малтан механик специальноçне, каярах юридика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ.
Арçын пуççăн пĕччен хуçалăх тытса пурăнма йывăрланнă тата çулĕсем хушăнса пынă май чирлекелеме пуçланă Иустим Павлович. Çапла Валентинăпа Сергей ашшĕне пĕччен хăварас мар тесе ялтах тĕпленнĕ. Сергей ашшĕне, аппăшĕпе пиччĕшне кура та пулĕ пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланнă. Çĕрпÿри совхоз-техникумра заочно йĕркепе механика вĕренсе тухнă. Тăван хуçалăхра трактористра, водительте ĕçленĕ. Арманçă ĕçне те пултарнă. Ăста платник те вăл. 10 çул ĕнтĕ вахта меслечĕпе Çурçĕре çÿрет. Кунта та ĕçтешĕсем ăста механика хисеплеççĕ иккен.
Пурнăç тĕрекĕ арçынтан нумай килет. Павловсен çемье тилхепийĕ çирĕп алăра иккенне алăкран кĕрсенех туйса илетĕн. Картишĕнчи беседкăна, çил арманĕн макетне, теплицăна, фонтана тата ыттине кил хуçи хăй аллипе тунă. Пÿрт умĕнчи ача-пăча площадкинче вара çу кунĕсенче пĕчĕк шăпăрлансем кĕшĕлтетеççĕ. Аслисене те илĕртет ку вырăн. Ачалăх тĕнчинче туятăн хăвна кунта. Ачасем чучу çинче, лашасем çине утланса ярăнаççĕ, хăйăр куписем çинче выляççĕ тата тĕрлĕ спорт хатĕрĕ те туса панă вĕсем валли. Выляса ĕшĕннĕ хыççăн ларса канма, вулама, çырма, ÿкерме партăсем пур. Тĕрлĕ çĕртен садик заведующийĕсем, студентсем килсе паллашаççĕ пĕчĕккисем валли тунă площадкăпа. Ÿкерсе каяççĕ, çĕнĕлĕхпе ĕçре усă кураççĕ. Ачасене савăнăç кÿни пархатарлă ĕнтĕ.
“Аллисем ылтăн. Тума пĕлмен ĕç çук пулĕ унăн”,– теççĕ С.Павлов пирки ял çыннисем. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăтлăхшăн, илемшĕн, тирпейлĕхшĕн тăрăшакан пулнине палăртаççĕ. Çу кунĕсенче картишĕнчи, пахчари чечекĕсем чуна уçаççĕ, кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Туслă çемье пĕр çыхăнура. Пĕтĕм ĕçе ачисемпе пĕрле тума хăнăхнă. Валенина Николаевнапа Сергей Иустимович тăватă ача пăхса ÿстереççĕ. Асли, Денис, Чăваш патшалăх университечĕн ют чĕлхе факультетĕнче пĕлÿ пухать. Олеся Тăвайри вăтам шкулта 10 класра, Аделина Йăнтăрчă шкулĕнче 1 класра вĕренеççĕ. Дарина 3 çулта çеç-ха, Йăнтăрчăри ача садне çÿрет.
Хăтлă кил-çурт çавăрнă ĕçчен çемье. Урамри плошадкăра ачалăх тĕнчи тыткăнлать пулсан, кил картине кĕрсен асамлăх тыткăнне лекнĕн туятăн. Йĕри-тавра – ачисен ÿкерчĕкĕсем. Хапха çинчи лашасене, гараж алăкĕ çинчи чечексене Олеся ÿкернĕ. Чун-чĕрене тивекен ытти ал ĕçĕсене те пăхнăçем пăхас килет. Ачисем пĕринчен тепри хастар, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе ашшĕпе амăшне савăнăç кÿреççĕ. Кашнин пултарулăх кĕнеки пур. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, вĕрентеççĕ.
“Кил илемĕ – ачасен хаваслă сассинче, вĕсен сăн-пичĕсенче йăл кулă çиçнинче. Унран пысăк телей çук. Ачасем – пурнăç пуласлăхĕ. Вĕсене ура çине тăратасчĕ, йĕркеллĕ çын тăвасчĕ, çакă пирĕн тивĕç”,– тет туслă мăшăр. Килĕштерсе пурăнакан çемьене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунса уйрăлтăм. Павловсем пек ырă ĕç тăвакансем пуррипе пирĕн пурнăç илемлĕ, савăк.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика