Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç династийĕ: йышлă тус-тăван

00:00 24 ноября 2009 г.

     Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Ольга Игнатьевна Васильева 10 ача амăшĕ. Ольга Игнатьевна «Луч» ЯХПКра нумай çул хушши  хăмлаçăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕчченех лайăх воспитании парса ÿстернĕ. Вăй-халне шеллемен харсăр хĕрарăм, тăрăшнă. Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлени харама кайман, пепкисем çитĕнсе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. О Васильева пенсионерка халь кĕçĕн ывăлĕпе, Андрейпа, пурăнать. Ытти ывăл-хĕрĕсен çемйисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.

     Суту-илÿ системинчи ĕç династийĕн тымарĕ тарăна кайнă туслă тăвансен. Сергей ывăлĕ «Тăвайри кооператив» потребобществăра строительте вунă çул ытла ĕçлет. Сергейăн аппăшĕ, Валентина Николаевна Михайлова, чĕрĕк ĕмĕр тăрăшать ку коллективра. Кадрсемпе ĕçлекен пайăн инспекторĕ вăл. Йăмăкĕ, Надежда Николаевна Фирсова, промышленоç таварĕсен склачĕн кладовщикĕнче ĕçлет. Ольга Игнатьевнан виçĕ кинĕ те «Тăвайри кооператив» потребобществăн ĕçченĕсем. Ирина Петровна Йăнтăрчă шкулĕнчи буфетра ачасене пылак çимĕçсемпе, шывпа сайлать. Лариса Юрьевна район цетрĕнчи «Пайщик» магазинра тăрăшать. Зоя Васильевна вара «Туслăх» кафере поварта пурĕ çичĕ çул вăй хурать. Вççĕшĕ те амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика