00:00 25 ноября 2009 г.
Шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ çĕклессипе районти ăмăртусене йăнтăрчăсем те хутшăнчĕç. Малтисен йышне тăвайсемпе мучарсем кĕчĕç. Йăнтăрчăсем 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Тĕрлĕ йăвăрăш виçинче харпăр хăй хушшинче ăмăртса Сергей Федоровпа (60 кг) Дмитрий Воробьев (80 килограмран йывăртарах атлетсем хушшинче) çирĕппĕнех çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, Евгений Егоров (75 кг-ран йывăр мар виçе) 2 – мĕш пулчĕ.
Мала тухнисене пурне те дипломсемпе тата медальсемпе наградăланă.