00:00 07 июня 2009 г.
Йăлана кēнē йēркепе çēртме уйăхēн 7-мēш числинче ялти культура çурчē умне ял халăхē уява пуçтарăнчē.
Уява ял тăрхēн пуçлăхē Хайдукова И.П. уçрē. Тēрлē номинацире çēнтернисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчē. Унтан, культура ēçченēсем хатēрленē чаплă концерт пуçланчē. Концерт хыççăн спорт ăмăртăвēсем иртрēç. Çав вăхăтрах ял ēченēсем ал-ēç выставкипе паллашрēç, суту-илÿ точкисем ēçлерēç.
Ял халăхē уявран тулли кăмăлпа саланчē.