Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шыв ыйтăвĕ тĕп вырăнта

14:12 11 октября 2021 г.

Юлашки виçĕ  çуллăхра Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче шыв ыйтăвĕ тимлĕхре тăрать.  Вырăнти пуçару бюджечĕн меслечĕпе 2019-2020 çулсенче Тенеялĕнче  5415286,99 тенкĕлĕх шыв  башнине тĕпрен юсанă  тата шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен хывнă. Çынсем харпăр хăй килĕсене те шыв кĕртнĕ.

Йăнтăрчă ялĕнче те иртнĕ  çул  халăха шывпа тивĕçтермелли икĕ башнăна çĕнетнĕ. Шăнасран башнăсем  тавра  тăпра купаланă, йĕри тавра карта тытса çавăрнă.  

Хальхи вăхăтра  «Альянс Групп» ООО подряд организацийĕ Йăнтăрчă  ялĕнче ĕçмелли шывпа  тивĕçтермелли ĕçсене пурнăçлама тытăннă. 12580020 тенклĕх палăртнă ку  тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсене. Йĕпе-сапа пуçланиччен вăхăтпа туллин те тухăçлă усă кураççĕ  ĕçлекенсем. Паянхи кун тĕлне 6 урамра канавсем чавса шыв пăрăхĕсем хывнă. Ял халăхĕ ытти ĕçсене те çанталăк пăсăличчен туса пĕтерессе шанать.  

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика