Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă вăйă

11:50 21 июня 2021 г.

 

      Чăвашсем мĕн ĕлĕк-авалтан çурхи ĕçсем хыççăн тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Çуллахи уявсен шутне шăпах Çимĕк кĕрет. Мĕн ĕлĕкренпех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахнă, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ.

     Çимĕк каçĕ ĕлĕкхи йăлана кăштах та пулин упраса хăварас тесе, Улянкăсем юлашки çулсенче Аслă вăйăна пуçтарăнассине йăлана кĕртрĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех ял çыннисем, хăнасем уява йышлă пуçтарăнчĕç. Аслă вăйăна хитре чăваш тумĕсем тăхăннă хĕрарăмсем чăваш юрри юрласа пуçларĕç, карталанса ĕлĕкхи  юрăсем шăрантарчĕç. Ял халăхĕ те, курма килнĕ çынсем те хаваспах хутшăнчĕç вăйă картине. Вăйăра хальхи юрăсем те шăранчĕç, тĕрлĕ  вăйăсем те пулчĕç.

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика