Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче Асăну кунĕ

09:52 16 февраля 2021 г.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче Асăну кунĕ

 

       Афганистан… нумай юрă-кӗвӗ хывнă, илемлӗ фильм ÿкернӗ, очерк-повесть ҫырнă Афган вăрçи çинчен. Вунă çула пынă  Афган вăрçи: 1979 çулхи раштав уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗччен -  2238 кун. Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче кун çути курнă 19 çамрăкăн Афганистан сăрт-тăвӗн чулӗсене хăйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ, 17 яш Чечен вăрçине хутшăннă Вӗсенчен виççӗшӗ – В.Семенов, Л.Тимофеев, А.Осипов – тӑван çӗршыва каялла таврăнайман.

     Нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗнче Йăнтăрчă шкулĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та Совет çарĕсене Афганистанран  илсе тухнă куна халалласа асăну вахти иртрĕ. Тӗлпулăва Тăвай районĕнчи Афган вăрçине хутшăннă ветерансен  совеч.н председател. Сядоров Н.С.тата Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Афган вăрçин ветеранĕ  Алексев В.В. килнĕ. Шкул ачисем хăнасене сăвă - юрăпа саламланă, маршпа утнă. Килнĕ хăнасем шкул музейĕнче те пулнă,  кунта воин-интернационалистсене халалланă кĕтеспе паллашнă.  Вăхăтсăр пуç хунисене асăнса пĕр вăхăт шăп тăнă. Ун хыççăн асăну палăкӗсем умне   чечек кăшăлĕсем кайса  хунă.                                                                                                                                                                                                         

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика