Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç ветеранне - 90 çул

16:27 18 января 2021 г.

 

Кăрлачăн  15 мĕшĕнче Тенеялĕнче пурăнакан ĕç  ветеранĕ  Елизавета Васильевна Васильева  90 çулхи юбилейне  паллă турĕ. Юбиляра  хăнасем  чун-чĕререн  тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе  саламларĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина  та Елизавета Васильевăна турă пиленнĕ кашни  кунпа киленсе пурăнма, çывăх çыннисен ăшшине, юратăвне, пулăшăвне туйса тăма сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунчĕ. Раççей Президенчĕн саламĕпе пĕрле парнепе чысларĕ.

Елизавета Ваисльевна «Новый путь» хуçалăхра,  Тенеялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тирпейлӳçĕре ĕçлесе пенсие тухнă. Хăйĕн ĕçне  чун-чĕререн пурнăçланăшăн Тав хучĕсемпе медальсене те сахал мар тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ, пурнăç  çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун  Елизавета Васильевна ывăлĕн çемйипе хăтлă та тĕреклĕ кил-çуртра килĕштерсе пурăнать, ял çинче те хисеплеççĕ Васильевсене.

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика