Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Медальпе чысланă

16:30 03 марта 2020 г.

 

Кăçал Аслă Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çав ятпа Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче  вăрçăпа тыл ветеранĕсене  «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсемпе чысланă. Çак кунсенче Октябрь выççелкинче пурăнакан Нина Егоровна Иванова та тивĕçрĕ асăннă медале. Юбилей медалĕпе пĕрле Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов Нина Егоровнăна «Тăвай районĕн хисеплĕ ветеранĕ» знакпа чысларĕ.

Иванова Нина Егоровна 1929 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тенеяль ялне кĕрекен Октябрь выççелкинче çуралнă. Йăнтăрчăри вăтам шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Тăвай шкулĕнче 10-мĕш класс таран вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ вăл: тырă вырнă, утă çулнă, Урмар районне çити лашапа тырă турттарнă. Шкул пĕтерсен Шупашкарти суту-илӳ техникумĕнче ревизор профессине алла илнĕ. 1954 çулта Тăвай райпоне ревизора вырнаçнă.

Нина Егоровна 1965-мĕш çултан пуçласа çирĕм ултă çул Октябрь выççелкинче магазин заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн «Ударник девятой пятилетки», «Победитель социалистического соревнования 1976 года», «Победитель социалистического соревнования 1979 года» знаксене, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Нина Егоровнăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн хисеп хучĕсем те чылай.

Мăшăрĕпе Павел Ивановичпа 5 ача пăхса ӳстернĕ. Халхи вăхăтра сакăр мăнукпа тăхăр кĕçĕн мăнук савăнтарса тăраççĕ Нина Егоровнăна.

Çулĕсем пур пулин те, Нина Егоровна кил-çуртра кăштăртатать. 2019-мĕш çулта Нина Егоровна 90 çул тултарчĕ.

 

 

 

 

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика