Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну хăми уçнă

16:43 12 февраля 2020 г.

 

АПК ветеранĕсен районти уйрăмĕн пуçарăвĕпе  ĕç  çыннисене чыс тăвас тĕллевпе Тенеялĕнче  тепĕр Асăну  хăми уçрĕç. Маларахри  çулсенче Асăну  хăмине  ял  хуçалăх производствинче  ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ ертÿçĕ, вăрçă ветеранĕ  Демьян Александрович Александров  пурăннă çурт çине вырнатарнăччĕ. Паян  ăна Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ, ял хуçалăх производствинче ĕçлесе  хисепе тивĕçнĕ  ветеран И.П.Павлов пурăннă çурт çине вырнаçтарĕç. Иустим Павлович Павлов пурăннă çурт умне унăн тăванĕсем, ял-йыш, шкул ачисем путарăнчĕç.

Мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов уçрĕ.  Ӗçри путарулăхпа хастарлăхшăн орденсене тивĕçнĕ тата тавативĕçлĕ ят илнĕ ентешсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнине пĕлтерчĕ. Çамрăк ăру вĕсене ĕмĕр асра тытать, вĕсемпе мăнаçланать. Унтан АПК ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ И.Я.Яковлев  И.П.Павлов ĕçĕ– хĕлĕпе тата кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

Иустим Павлович 1932 çулта çуралнă. 1953-1956 çулсенче службăра тăнă. 1956-1958 çулсенче Венгрири пăлхава пусарма хутшăннă.  Яла таврăнсан колхозра механикра вăй хунă. Ӗçри путарулăхĕпе  хастарлăхĕшĕн «Хисеп палли», Октябрьти Революци орденĕсемпе «Ӗçри паттăрлăхшăн», «Ӗç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă, «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизатăрĕ» хисеплĕ ята тивçнĕ.

Асăну митингĕнче И.П.Павлов çинчен В.В.Чайкин ырă сăмахсем каларĕ.  Иустим Павловичăн ывăлĕ Урмар район сучĕн  судьинче ĕçлекен Виталий Устимович ашшĕне пысăк чыс тунăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика